ОРЗ, грипп, пневмони...

РОСПОТРЕБНАДЗОРĂН Чăваш Республикинчи Управленийĕн территорири уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2025-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче çивĕч респираторлă чирпе (ОРЗ) аптăранă 970 тĕслĕхе, больница тулашĕнчи пневмонипе (внебольничная пневмония) чирленĕ 102 тĕслĕхе, гриппа аптăранă 40 тĕслĕхе шута илнĕ. Больница тулашĕнчи пневмонипе аптăракансем кăçал та 9 çын пулнă, 3 çын гриппа чирленĕ.

Çынсен сывлăхне хỹтĕлес, чир сарăласран сыхланас тĕлĕшпе территори уйрăмĕ халăх хушшинче профилактика ĕçне анлăн туса пыма сĕнет.



30 января 2026
13:17
Поделиться