Çĕр çуннă, юн юхнă...
ФЕВРАЛĔН 2-мĕшĕ _ Раççей Çар мухтавĕн кунĕ. Çак кун _ 1943 çулта _ нимĕç фашисчĕсен çарĕсене Сталинград патĕнче çапса аркатнă.
Сталинград çапăçăвĕ _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чи пысăк тытăçусенчен пĕри. Çак хаяр çапăçу 1942- çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă та 1943- çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Кунта пирĕн Сталинград, Кăнтăр Хĕвел тухăç, Кăнтăр Хĕвеланăç, Дон тата Воронеж фрончĕсем, Атăл çинчи çар флотилийĕ тата Сталинградри сывлăшран тапăннине хирĕç кĕрешекен çар (ПВО) хутшăннă.
Нимĕç фашисчĕсен командованийĕ Сталинграда 1942-çулхи çу кунĕсенчех туртса илме ĕмĕтленнĕ, çавна май кунта Паулюс генерал-полковник ертсе пыракан 6-мĕш çарпа 4-мĕш танк çарне илсе пынă. 6-мĕш çар йышĕнче 270 пине яхăн салтакпа офицер, 3 пин орудипе миномет, 500-е яхăн танк пулнă. Фашистсене сывлăшран 4-мĕш сывлăш флочĕ (1200 çар самолечĕ) пулăшса тăнă. Вĕсен пысăк вăйне хирĕç 160 пин çынлă, 2,2 пин орудипе минометлă, 400-е яхăн танклă Сталинград фрончĕ паттăррăн тăнă. Фронта 8-мĕш сывлăш çарĕн 454 самолечĕ, инçете вĕçекен 150-200 бомбардировщик пулăшнă.
Сталинград операцийĕ вăхăтĕнче пирĕн çарсем нимĕçсен 6-мĕш çарĕпе 4-мĕш танк çарне, румынсен 3-мĕшпе 4-мĕш çарĕсене, итальянецсен 8-мĕш çарне çапса аркатнă. Тăшман Сталинград патĕнче 1,5 миллиона яхăн салтакпа офицерне çухатнă; 91 пин ытла фашиста тыткăна илнĕ. Германи çак çапăçу хыççăн наци траурĕ тесе пĕлтернĕ.
Сталинград çапăçăвĕ вăрçă Совет Союзĕ çĕнтернипе вĕçленессине пĕтĕм тĕнчене ĕнентернĕ, пирĕн çарсен этемлĕх хальччен курман паттăрлăхĕпе хăюлăхне кăтартса панă. Сталинграда хỹтĕлеме Шăмăршă районĕнчен (халĕ _ муниципалитет округĕ) Хĕрлĕ Çара кайнă çынсем те хутшăннă, нумайăшне Тăван çĕр-шыв орденсемпе медальсем парса чысланă. Питĕ шел, Сталинграда хỹтĕлесе паттăрла вилнисем те чылаййăн. Вĕсене паян ятран асăнса пуç таяр. Шăмăршă ялĕнчен _ Михаил Сергеевич Белоусов, Николай Федорович Миронов, Петр Михайлович Соргин, Канаш паççулккинчен _ Иван Анисимович Макаров, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчен _ Никандр Леонтьевич Кудряшов, Никифор Павлович Поляков, Асанкасси ялĕнчен _ Николай Кириллович Укин, Патирек ялĕнчен _ Василий Афанасьевич Афанасьев, Иван Никитич Афанасьев, Николай Иванович Карсаков, Велиулла Ямалтдинович Сафиуллин, Гали Иматдинович Ялалтдинов, Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен _ Владимир Михайлович Витков, Григорий Христофорович Кондратьев, Николай Ефимович Можаев, Алексей Николаевич Патузов, Василий Николаевич Патузов, Митрофан Яковлевич Сатеев, Геннадий Иванович Старшов, Егор Семенович Угарин, Иван Васильевич Угарин, Иван Яковлевич Уркин, Петр Иванович Чернов, Иван Григорьевич Шикин, Николай Алексеевич Шулдрин, Васан ялĕнчен _ Павел Андреевич Мердеев, Никифор Егорович Поляков, Ярăслав ялĕнчен _ Николай Михайлович Лукьянов, Александр Христофорович Николаев, Кивĕ Шăмăршă ялĕнчен _ Петр Иванович Семенов, Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчен _ Аверкий Иванович Сельцов, Пуянкасси ялĕнчен _ Михаил Романович Андреев, Кахăрлă Шăхаль ялĕнчен _ Михаил Андреевич Алексеев, Василий Сергеевич Афанасьев, Алексей Александрович Волков, Шамккай ялĕнчен _ Михаил Дмитриевич Торойкин, Палтиел ялĕнчен _ Федор Никифорович Гузнин, Петр Михайлович Козлов, Никандр Васильевич Сорокин, Сибгатулла Сенатуллович Сафиуллин, Петр Иванович Чиндарев, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчен _ Владимир Васильевич Бараев, Анат Чаткасран _ Николай Филиппович Афанасьев, Михаил Матвеевич Мартынов, Хĕрлĕ Васан паççулккинчен _ Иван Ефремович Смаев, Çĕнĕ Чукал ялĕнчен _ Тимофей Федорович Ильичев, Николай Федорович Миронов, Вырăс Чукал ялĕнчен _ Петр Федорович Симурзин, Улмаллă ялĕнчен _ Николай Семенович Моисеев Сталинграда нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлесе вилнĕ.
"День за днем сталинградцы сражались
В небывалом кровавом бою,
В эти грозные дни
Отстояли они
И Отчизну, и Волгу свою.
И, собрав богатырские силы
Порасправши грудь во всю ширь,
Всех несметных врагов
У родных берегов
Разгромил Сталинград _ богатырь",
_ çапла чунтан хавхаланса çырнă Василий Лебедев-Кумач поэт "Комсомольская правда" хаçатăн 1943- çулхи мартăн 10-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ "Песня о Сталинграде" сăвăра.
Çулсем иртĕç, анчах та Сталинград патĕнчи паттăрлăх нихăçан та манăçмĕ, Раççей Çар мухтавĕн кунĕ пулса юлĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.