Шкул мăнаçлăхĕ

Шкул мăнаçлăхĕ

2026-МĔШ çулта илсе тăмашкăн Чăваш Ен Ертỹçин стипендине тивĕçнисен йышĕнче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ Кирилл Ларионов та пур.

Çĕнĕ Тăрăн çамрăкĕ _ тĕрлĕ енлĕ аталанса пыракан вĕренекен. Ỹсĕм çулĕпе утма ăна дисциплинăна çирĕп пăхăнни, тăрăшулăх, тимлĕх, ĕçченлĕх пулăшаççĕ. Вăл палăртнă тĕллевсене пурнăçлассинче хăйне шанать, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме ăнтăлать; чăтăмлăхпа, хăй ĕçне тĕрĕс хак пама пултарнипе палăрса тăрать. Юлташĕсем Кирила питĕ хисеплеççĕ, унпа шавах канашлаççĕ, пулăшу та ыйтаççĕ, ахальтен мар, вăл _ класра лидер.

К.Ларионов _ вĕренỹ отличникĕ. Çирĕп пĕлỹллĕ тата анлă тавракурăмлă вĕренекен муниципалитет, регион шайĕнчи предмет олимпиадисемпе конкурсĕсенче лайăх енĕпе палăрать. Акă иртнĕ вĕренỹ çулĕсенче физкультурăпа _ регион олимпиадин призерĕ, Атăл çи патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм университечĕ (Хусан) волейболпа тата мини-футболпа йĕркеленĕ 13-мĕш олимпиадăн призерĕ, Пĕтĕм Раççейри Учи.ру форматпа тавралăх тĕнчипе (окружающий мир) тата экологипе, математикăпа, çавăн пекех "Хăрушсăрлăх çулĕсемпе", "Хăрушсăрлăх интернечĕпе", финанс пĕлĕвĕпе тата предпринимательлĕхпе ирттернĕ онлайн олимпиадăсен çĕнтерỹçи пулса тăнă.

Кирилл _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ ирттернĕ "Çут çанталăка упрани тата чĕртсе тăратни _ климат пахалăхĕ" конкурсра çĕнтернĕ, "Функцилле пĕлĕвĕн академийĕ" конкурса хутшăннă. "Пĕлĕве хирĕç утар" Вĕренỹ марафонĕн-че, "Роботсен ĕмĕрĕ" конкурсра малтисен йышне кĕнĕ.

Патриотизм туйăмлă вĕренекен _ Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен çарпа патриотизмăн "Юнармия" обществăлла юхăмĕн членĕ. Пĕтĕм Раççейĕн "Зарница" çарпа патриотизм вăййин республика тапхăрĕнче 1000 метра чупассипе тата "Выртнă çĕртен кĕлеткене çĕклесси" конкурсра (командăпа пĕрле) çĕнтерме хăват çитернĕ. Çак шайрах тепĕр вăйăра "Пирвайхи пулăшу парасси", "РХБЗ", "1000 метра чупасси", "Физкультура хатĕрленĕвĕ" (командăпа пĕрле) конкурссенче призера тухнă. Кирилл _ Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен "Ворошилов стрелокĕ" фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтернĕ, республикăра призер пулса тăнă. Республикăри çамрăк армеецсен смотр-конкурсĕн "Зарница" уйрăмĕнче турникран туртăнассипе тата пирвайхи пулăшу парассипе йĕркеленĕ регион чемпионатĕнче призер пулни те _ мăнаçлăх. Мускав хулинче ирттернĕ вĕренỹпе методика пуххине (сборы) хутшăнса "Чи ăсли" ăс-хакăл вăййинче призера тухнинчен те тĕлĕнме пăрахаймастăн.

Кирилл Ларионов _ тĕрлĕ енлĕ аталаннă спортсмен. Çакна округ шайĕнчи çăмăл атлетсен, йĕлтĕрçĕсен, шахматистсен, шашистсен пысăк ăмăртăвĕсенче, Наци кросĕсенче малти вырăнсене йышăнни тата ГТОн ылтăн значокне (5-мĕш разряд) илни ĕнентереççĕ. Ỹт-пĕвĕпе чун çирĕплĕхне аталантарма спорт секцийĕсене çỹрени ырă витĕм кỹрет. Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕ _ пултарулăх конкурсĕсен хастар участникĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри илемлĕ вулакансен "Чĕрĕ классика" конкурсĕн муниципалитет тапхăрĕнче виçĕ хутчен малти вырăнсене йышăннă. Мала тухма пултарнă конкурссем татах та пур, вĕсем: "Кăсăя кунĕ" ăс-хакăлпа паллашу вăййи", "Лермонтов вулавĕсем" илемлĕ вулакансен конкурсĕ, акăлчанла вулакансен конкурсĕ, хорсемпе вокалистсен муниципалитет шайĕнчи конкурсĕн "Çĕнтерỹ юррисем" номинацийĕ (1-вырăн), "Тютчев вулавĕсем", "Ман сăвăсене... Черет çитет" пултарулăх конкурсĕсем (призер), муниципалитет шайĕнчи "Тăван чĕлхе _ типми çăл куç" фестиваль (лауреат). Çавăн пекех К.Ларионов _ "Эпĕ чăвашла калаçатăп" акцин пултаруллă участникĕ.

Кирилл Ларионов _ волонтер. Гражданла тĕрĕс позици йышăнса, вăл ялăн тата округăн обществăпа культура пурнăçне хастар хутшăнать. Шкул командипе пĕрле муниципалитетра "Çул çинчи хăрушсăрлăх" фестивальте çĕнтерчĕ. Ку _ пысăк чыс.

К.Ларионовăн портфолиовĕ тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе пуян. Наградăсенчен чи пĕлтерĕшли, Кирилл шучĕпе, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен шутлав центрĕн начальникĕ Р.Баранов генерал-майор панă "Тăван çĕр-шыва чунтан парăннăшăн тата шанчăклăхшăн" Хисеп грамоти.

Çапла, вĕренỹ, спортпа патриотизмла юхăм, пултарулăх конкурсĕсем, обществăри хастарлăх Çĕнĕ Тăрăн каччине тĕрлĕ енлĕ аталанма çул уçаççĕ, вăл пĕлỹ пухакан вĕренỹ учреждени ятне те çĕклеççĕ. Шанатпăр, туятпăр: Кирилл Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн хỹтĕлевçи пулĕ, тăван халăха хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те ăсталăхĕпе пысăк усă кỹрĕ.

Зинаида Свеклова.



30 января 2026
13:12
Поделиться