Ỹсĕм пур пулин те...

2025-ÇУЛТА Шăмăршă муниципалитет округĕнче бюджетăн тупăш пайĕ 665,6 миллион тенкĕпе танлашнă. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, çак кăтарту 128,7 процент пысăкрах.

Округра экономикăн тĕп отраслĕ агропромышленность комплексĕ шутланать. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем 2025-çулта 37,1 пин тонна (тасатса тирпейленĕ виçепе) тырă, 892 тонна çĕр улми, 5,4 пин тонна хĕвел çаврăнăш туса илнĕ. Кĕр тырри акмалли плана 116,6 процент пурнăçланă. Выльăх-чĕрлĕх валли 3 пин тоннăна яхăн утă (206 процент), 5 пин тонна ытла сенаж (182 процент), кашни условнăй пуç выльăх валли 43,2 центнер апат единици хатĕрленĕ. 2025-çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче тĕрлĕ категорие кĕрекен хуçалăхсем пурĕ 2325,2 тонна аш-какай (117,9 процент), 12383,9 тонна сĕт (93,8 процент) туса илнĕ.

Тĕрлĕ категорие кĕрекен хуçалăхсенче 2026- çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5448 пуç мăйракаллă шултра выльăх (100,04 процент) шутланнă. Çав шутра хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 1697 пуç (2025-çулхипе танлаштарсан _ 92,1 процент) мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ.

 Округри сăвăнакан ĕнесен йышĕ чакни палăрать. Тĕрлĕ категорие кĕрекен хуçалăхсенче 1720 пуç ĕне (2024-çулхипе танлаштарсан _ 85,4 процент) усрани курăнать. 2025-çулта ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене патшалăх 67,0 миллион тенкĕ субсиди парса пулăшнă. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем 85,7 миллион тенкĕлĕх 29 единица çĕнĕ техника туяннă.

"Харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсене (самозанятые) пулăшасси" программăпа 40 граждан килти хушма хуçалăха аталантарма 9 миллион тенкĕ ытла субсиди илнĕ.

Пуçару бюджечĕн программипе 2025-çулта округра 68,1 миллион тенкĕлĕх 32 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутра 54,4 миллион тенки _ республика бюджетĕнчен, 9,3 миллион тенки _ вырăнти бюджетран, 4,4 миллион тенки _ халăх тата юридици сăпачĕсем (юридические лица) пухса пани.

"Транспорт тытăмне аталантарасси" муниципалитет программипе 2025-çулта çул-йĕр хуçалăхĕ валли 67,8 миллион тенкĕ бюджет укçине уйăрнă. Çак кăтарту 2024-çулхинчен 54 процент нумайрах. Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин кăтартăвĕ тăрăх, округра "ĕçсĕр çын" (безработные) статусĕллĕ 29 çын шутланнă. 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче 11128 çын (2024-çулта _ 11365 çын) пурăннине шута илнĕ.

О.МИРОНОВА, округ администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ.



30 января 2026
13:14
Поделиться