Социаллă контракт пурнăçа лайăхлатать
"ÇЕМЬЕ" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркелекен социаллă контракт патшалăх пулăшăвне илме май парать. Сахал тупăш илекен çынсем финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пултараççĕ.
2025-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕнче 202 çын социаллă контракт йĕркеленĕ. Нумайăшĕ харпăр хăй бизнесне уçма пултарнă. Кăçал 155 граждана пулăшма палăртнă. Çав шутра 62 çын уйрăм предприниматель ĕçне суйласа илесшĕн. Вĕсем ку тĕлĕшпе бизнес план та туса хатĕрленĕ.
Çамрăксем мини-тракторпа, груз турттаракан таксипе çынсене пулăшу парасшăн, тимĕртен тĕрлĕ япала ăсталасшăн, тамада пулса савăнăç кỹресшĕн. Аппаратпа çынсене массаж тума пуçăнас кăмăллă çын та пур.
Социаллă контрактпа килти хушма хуçалăхсем те пулăшу илесшĕн. Вĕсем _ 55. Çавăн пекех 36 çын ĕçе вырнаçнă чух патшалăх пулăшăвĕпе усă курĕ.