Спортра пурте маттур

ÇАК кунсенче Комсомольскинче муниципалитет округĕсен депутачĕсен Спартакиади шучĕпе сĕтел çинчи теннисла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Шăмăршă муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен команди (Юрий Ермолаевпа Эльвира Можаева) иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Сĕтел çинчи теннис _ округри шкул ачисем хушшинче те пысăк хисепре. Çакна январĕн 22-мĕшĕнче Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕнче иртнĕ ăмăрту та çирĕплетет. Вĕренекенсен командисем 2025-2026 _ вĕренỹ çулĕнчи Спартакиада шучĕпе округра мала тухассишĕн тупăшнă. Çивĕч кĕрешỹре Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн команди _ пĕрремĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди _ иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕпе Шăмăршă вăтам шкулĕн иккĕмĕш командисем виççĕмĕш вырăн йышăннă.



30 января 2026
10:07
Поделиться