"Тỹрĕ лини" валли хăш темăна сĕнетĕр?
ОКРУГ администрацийĕн пуçлăхĕ "Тỹрĕ линипе" калаçса халăха хумхантаракан ыйтусем çине хуравласси кăçал малалла тăсăлĕ. Çавна май округ администрацийĕ эфира хăш темăпа тухмалли пирки халăх шухăшне пĕлесшĕн.
"Тỹрĕ лини" темисем:
_ Вĕрентỹ тата культура.
_ Спорт тата физкультура.
_ Социаллă контракт, пĕчĕк бизнеса пулăшасси.
_ Экологи тата тирпей-илем.
Хаклă вулаканăмăрсем! "Тỹрĕ линире" тухса калаçма эсир тата мĕнле тема сĕнетĕр? Хăвăрăн шухăшăра "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцие шăнкăравласа е çыру çырса пĕлтерме пултаратăр.