Вĕçен кайăксем пиртен пулăшу кĕтеççĕ
ХĔЛ кунĕсенче вăрманти вĕçен кайăксене апат тупса çиме йывăр, çавна пулах вĕсен йышĕ чакма та пултарать. Çавна шута илсе, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн сотрудникĕсем шкул ачисене хĕллехи вăхăтра "çунатлă туссене" апат парса пулăшма чĕнсе калаççĕ. Кашни шкултах сырăш (кормушка) тăвассине йĕркелемелле, вĕсене вăрманти е сад пахчинчи йывăçсем çине çакмалла. Сырăшсем çине апат хурсах тăмалла.
Наци паркĕ _ Пĕтĕм Раççейри "Вĕçен кайăксене хĕллехи вăхăтра тăрантарар" акцие хутшăнса _ шкулта вĕренекенсемпе çут çанталăка юратма хавхалантаракан занятисем ирттерет. Пĕрремĕш занятире вĕсем пирĕн патă- мăрта хĕл каçакан вĕçен кайăксемпе паллашнă. Черетлĕ заняти вара вăрманта иртĕ, ачасем хăйсен аллипе ăсталанă сырăшсене _ парк сотрудникĕсем пулăшнипе _ йывăç çине çакĕç.