Виноградов улпут Улмаллăра виноград ỹстерме ĕмĕтленнĕ

Виноградов улпут Улмаллăра виноград ỹстерме ĕмĕтленнĕ

1861-ÇУЛХИ февралĕн 19-мĕшĕнче _ II-Александр патша Манифестне пурнăçласа _ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕн Аслă Чĕлĕм прихутне кĕрекен Улмаллă хресченĕсене крепостла право тытăмĕнчен хăтарнă. Çак вырăс ялĕнче ун чух 72 çурт-хуçалăх шутланнă, вĕсенче 199 арçынпа 213 хĕрарăм пурăннă.

Крепостла право тыткăнĕнчен тухнă пулин те хресченсем çăмăллăн сывласа ярайман: ака-сухатума çĕр çитменни нумайăшне чухăнлăхрах хăварнă. Улмаллă çĕрĕн пысăк пайĕпе Константин Николаевич Виноградов çĕр улпучĕ (землевладелец) усă курнă. Хресченсем çулталăкĕпех улпут патĕнче пилĕк авнă.

Калас пулать, Виноградов çав вăхăтшăн кĕпĕрнере вăйлă аталаннă çĕр хуçи шутланнă. Уй-хир ĕçĕсем валли _ 45, çул çỹреме 10 лаша усранă. Аш-какайпа сĕт туса илме мăйракаллă шултра выльăх тытнă. Сăвăнакан ĕне _ 15, 20 _ пăру, какай валли самăртма 50 вăкăр усранă. Çавăн пекех хуçалăхра сыснасемпе (35) сурăхсем те (150) пулнă.

Виноградов хуçалăхĕнче çĕр улми çитĕнтересси паллă вырăн йышăннă. "Иккĕмĕш çăкăр" туса илмелли хире тислĕк тăкса çемçетнĕ, кĕркунне плугпа тарăн сухаланă, çуркунне тимĕр сỹрепе икĕ хутчен сỹреленĕ. Ун хыççăн тин çĕр улми лартнă. Тухăçа пуçтарса кĕртме пĕтĕм яла явăçтарнă. Вăрлăхлăх çĕр улмине путвала хывнă, ыттине _ Чĕмпĕрти ресторансемпе хупахсене, çавăн пекех эрех заводне спирт хатĕрлеме сутнă. Виноградов тислĕк тăкса çемçетнĕ хирте ыраш, тулă, сĕлĕ, пăрçа, вика, ясмăк, мăкăнь (мак), вир, пăри тата хура тул çитĕнтернĕ. Мăкăнь вăррине Питĕрти купсасем хапăл тусах туяннă.

1904-1905-çулсенче Виноградов çакăн чухлĕ тухăç илнĕ (1 теçеттин (1,09 гектар) çĕртен _ пăтпа (16,38 килограмм):

Культура ячĕ    1904      1905

Ыраш                108         121

Çурхи тулă       107        127

Сĕлĕ                 143         118

Пăри               111          107

Пăрçа             63            42

Вика               110          70

Вир                 95             _

Хура тул        60            40

Мăкăнь         45             _

 Çĕр улми     900        1100

("Отчет о Симбирской губернской выставке полеводства, садоводства, огородничества, цветоводства и крестьянских хуторских хозяйствах в 1904-1905-годах". 54 стр.)

Улмаллăра пысăк сад пулнă, Виноградов теплица та туса лартнă. Пан улми, чие, слива çитĕнтернĕ, малашне оранжерейăра виноград лартса тума та ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн шухăшне пурнăçлас тесе вăл Чĕмпĕр помещикĕнчен Киндяковран "хĕвел çырлин" хунавне те туяннă. Шел те, Константин Николаевич хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен. 1906-çулта Улмаллă ялĕн хресченĕсем Виноградов çĕр улпутне хирĕç çĕкленнĕ. Вĕсем _ уес кантурне кайса документа тĕрĕслеттернĕ хыççăн _ Виноградов Устав грамотипе палăртнă 241 теçеттин вырăнне 320 теçеттин çĕрпе усă курнине тупса палăртнă. Хресченсем Пăва уесĕн 4-мĕш участокĕн земство пуçлăхĕнчен Виноградов саккунсăр усă куракан 80 теçеттин çĕрне туртса илме ыйтнă.

Ваттисем: "Çăхан куçне çăхан чавмасть", _ тесе тĕрĕсех каланă çав. Уесрисем çĕр улпутне хирĕç тăма килĕшмен. Улмаллăсем вара _ Емельян Пугачев пăлхавçă евĕр _ улпута тустарма шутланă: 1906-çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче сĕм çĕрле _ Виноградов хуçалăхне çĕмĕрсе кĕрсе _ кĕлетри мĕн пур тырра турттарса кайнă, виçĕ теплицăна çĕмĕрнĕ тата лаша витине çунтарса янă. Улмаллăра вут-çулăм явăнни Пулмантăшра та курăннă. Улпута хирĕç тăни ахаль вĕçленмен: тепĕр кунах Пăваран Саблуков исправник 30 çынлă утлă отрядпа килсе çитнĕ, 60 ытла арçынна сăнчăрласа уес тĕрмине хăваласа кайнă. Çак событи хыççăн улпут хуçалăхĕ те арканнă, Константин Виноградов кунта урăхран пĕрре те килсе курăнман.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).



30 января 2026
13:54
Поделиться