Çĕвĕçсем, саперсем пекех, питĕ кирлĕ
Ятарлă çар операцийĕ эпир, тылрисем, мĕн тума пултарнине, фронта еплерех пулăшма хевте çитернине "тĕрĕслет". Кам _ хỹтлĕх япалисем çыхать-çĕлет, кам _ çи-пуç янтăлать, кам _ окоп çурти ăсталать, кам _ пĕрлехи фонда укçа хывать... Кашнин ĕçĕ _ кирлĕ, вырăнлă. Пурте хỹтĕлевçĕмĕрсене çăмăллăх кỹресшĕн. Вĕсем _ çĕр-шыв тăнăçлăхĕшĕн, пирĕн ирĕклĕхĕмĕршĕн нацизмпа, шовинизмпа кĕрешеççĕ-çке.
Шăмăршăри "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ" пуçару ушкăнĕ (ертỹçисем _ Надежда Константинова, Марина Васильева, Людмила Ермолаева) акă фронта, госпитальсене гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатас тĕлĕшпе тĕлĕнмелле пысăк ĕç тăвать. Çĕвĕçсем _ пуçару ушкăнĕн тĕп шăнăрĕ. Хĕрарăмсем, фронтри салтаксем пекех: вĕсемшĕн кану кунĕ те, уяв та çук. Талăкĕпех çĕвĕ машини умĕнче тесен те йăнăш пулмĕ. ... Малтанхи КБО çурчĕ. Совет саманинче кунта çĕвĕ цехĕ ĕçлетчĕ, каярах лицей хăй алăкне уçрĕ-хупрĕ. Унтан Ольга Барышева портной-закройщик (Шăмăршă) клиентсен заказĕсене йышăнма пуçларĕ. Иккĕмĕш хутра _ Ольга Ильиничнăн хваттерĕнче _ икĕ пỹлĕме гуманитари ĕçĕ валли уйăрнă. Пĕринче _ материала касса виçеççĕ тата çĕлеççĕ, тепринче хатĕр япаласене усраççĕ. Тĕрĕссипе, хатĕр изделисем кунта вăрах выртмаççĕ: заказ нумай _ фронта та, госпитальсене те вĕсене ăсатсах тăраççĕ.
Çĕвĕçсен пирвайхи "чĕкеçĕ" _ Ольга Барышева хăех. СВО пуçлансанах, 2022-çулхи ноябрьте, пуçăннă вăл гуманитари ĕçне. Чи малтан аманнисене йăтмалли носилка çĕленĕ, материалне СВО доброволецĕ Сергей Голицын панă.
_ Пирвайхи кунах _ çĕрле 23 сехетчен 16 штук носилка çĕлерĕм, _ каласа парать çĕвĕç. Çирĕп ремень кирлĕ пулчĕ _ вăл манăн рулонĕпех пурччĕ, тата пахалăхлă çипсене яланах çителĕклĕ тытатăп. Касса виçесси, çĕлесси _ питĕ яваплă ĕç, тата оперативлă ĕçлемелле _ заказсене ĕлкĕртмелле-çке.
Ольга Ильинична çумне Надежда Захарова портной (Шăмăршă) хутшăннă. Пуçланса кайнă вара çĕвĕçсен ырми-канми ĕçĕ. Носилкăсене хуçлатса чикмелли сумкăсем çĕлессине те часах алла илнĕ. Фронт валли _ дронсемпе тепловизорсенчен хỹтĕленмелли утиял, пончо плащ, гетры, госпитальсем валли простынь, минтер пичĕ, ал шăлли, аялти йĕм çĕлесе хатĕрлеççĕ. Кĕске вăхăтрах 190 носилкăпа вĕсене хумалли çавăн чухлĕ сумка янтăланă. Хăйсенчен мĕн чухлĕ расхут тухнине шута илмеççĕ хастарсем. Тĕллев _ салтакăмăрсене ытларах усă кỹрсе Çĕнтерĕве çывхартасси.
Икĕ профессионал йышне 2024- çулта Галина Егорова (Шăмăршă) кĕрет.
_ Килте çĕлекен икĕ машина çĕмĕрĕлчĕ (темиçе хут хунă материала ахальли çĕнтереймест) _ вĕсене Шăмăршăри Алексей Урахов ăста юсаса пачĕ, тайма пуç ăна. Унтан мана хăтапа тăхлач _ Иванпа Людмила Саландаевсем хăйсен машинине пачĕç. Мĕн пурвăхăта гуманитари ĕçĕ çине яратăп, _ кăмăлне уçать Галина Михайловна.
Халĕ ĕçчен йыш тата та ỹсрĕ. Марина Ложкина, Султания Низамова, Лидия Прохорова, Марина Кузнецова, Татьяна Данилова, Роза Матвеева, Гульфания Айзатуллова (Шăмăршă) хăй тĕллĕн вĕреннĕ çĕвĕçсем кăнтăрла профессионалсене материал касма-виçме пулăшаççĕ, каçсерен вара килте хăйсен машинипе çĕлеççĕ. Вĕсене кура Антонина Кузьмина, Галина Мутова, Лариса Капралова (Анат Чаткас), Людмила Саландаева (Шăмăршă) çĕвĕ машини умне ларчĕç. Çапла, ырă ĕç сарăлни куç кĕрет. Фронтăн тĕрлĕ енне, çывăхри _ Хусан, Самара госпиталĕсене "Çĕнтерỹ чĕнĕвĕн" çĕвĕçисем хатĕрленĕ гуманитари пулăшăвне ăсатсах тăраççĕ. Сăмах май, çак маттур хĕрарăмсем апат-çимĕç пухмалли акцисенче те хастар: кил- хуçалăхри пахча çимĕçе парассине мала хураççĕ, çавăн пекех "типĕ" яшка, чак-чак, курăк чейĕ хатĕрлеççĕ. Салтакăмăрсем шăмăршăсен гуманитари япалисене хапăл тăваççĕ, вĕсен усăлăхĕ пирки кашнинчех тулли кăмăлпа пĕлтереççĕ, волонтерсене чĕререн тав тăваççĕ. Çакă _ чи кирли, çакăнта _ пулас Çĕнтерỹ никĕсĕ!