«Хăвăртрах строя тăччăр!»
Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн пуçарăвне - Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунĕ тĕлне гуманитари пулăшăвĕ пухассине - Шăмăршă округĕнчи уйрăм та ырласа йышăнчĕ. Кĕске вăхăтрах, чи кирлине - пылак çимĕçе, çи-пуçа, харпăр гигиена хатĕрне - пухса республикăри «Пĕрле» фонда çитерме май килчĕ. Гуманитари япалисене госпитале ăсатнă.
Округри волонтерсен пĕрлехи вăйĕпе 20 пакет хатĕрлерĕмĕр. Шăмăршăри «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕ, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн ĕçченĕсем, Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен коллективĕсем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартрĕç.
Шанатпăр: эпир ăсатнă япаласем госпитальсенче сипленекен салтакăмăрсене тăван ен ăшшине туйма пулăшĕç, хăвăртрах строя тăмашкăн хавхалану кỹрĕç.
Т.МАТВЕЕВА,
Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.