«Раççейре нумай Ивановсем - çĕр-шыва хỹтĕленĕ вĕсем»

«Раççейре нумай Ивановсем - çĕр-шыва хỹтĕленĕ вĕсем»

ÇАК йĕркесен авторĕ - Шăмăршă ялĕнче 1923-çулта çуралнă Павел Иванов. Павел Ивановичăн вырăсла çырнă сăвăсем те нумай. Мана уйрăмах «Полвека после войны» ятли хумхантарчĕ:

«Прошло полвека с того дня,

Когда враги свой крах признали.

В тот день закончилась война –

И пушки лаять перестали.

Четыре года шла война,

Земля от тяжелых ран стонала.

Горели села, города, -

Страна на битву призывала».

Вăрçă асапне хăй тỹссе ирттернĕскер, Павел Иванов аманнă çĕр-анне ахлатнине, ялсемпе хуласене вут-çулăм чĕлхи явса илнине куçпа курнă. Хаяр çапăçу хыççăн алла сапер кĕреçи тытса вилнĕ юлташĕсене пытарни çинчен çырнă чух хут листи çине куççуль тумланă...

Павел Иванов Шăмăршă вăтам шкулĕнче, Хусанти çыхăну техникумĕнче тата çак хулари финанспа экономика институтĕнче вĕреннĕ. 1942- çулта фронта иличчен Шăмăршă районĕн çамрăкĕсемпе пĕрле Улатăр çывăхĕнчи хỹтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннă.

«Малтан мана Мурманскри çар çыхăнăвĕн училищине вĕренме ячĕç, - аса илсе çырнă вăрçă хыççăн Павел Иванович. - Лейтенант званийĕ илсен, взвод командирĕ пулса, Хĕрлĕ Ялавлă Лозовский гварди стрелоксен дивизийĕн 48-мĕш гварди батальонĕпе Сталинград хулишĕн пынă тата Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăнтăм. Пирĕн дивизи Белоруссие, Украинăна, Польшăна тăшман аллинчен хăтарнă çĕрте паттăррăн çапăçрĕ. Нимĕç фашисчĕсене Берлинта çапса аркатрăмăр, рейхстаг çурчĕ çине штыкпа чĕрсе хамăн ятпа хушамата тата: «Эпир - Шăмăршăран!» - тесе çырса хăвартăм».

Вăрçă хыççăн Павел Иванов пĕр хушă Шăмăршăри çыхăну узелĕн начальникĕнче вăй хунă. Хусанта аслă пĕлỹ илсен вара хăйĕн пурнăçне Тутарстанпа çыхăнтарнă. Верхний Услон районĕнчи «Путь к коммунизму» совхозра - партком секретарĕ, унтан çак хуçалăх директорĕ пулса ĕçленĕ. Лайăх ĕçлекен ертỹçе пысăклатнă «Услонский» совхоз директорĕн «тилхепине» шанса панă.

1972-1974-çулсенче вăл - райĕçтăвкомăн план комиссийĕн председателĕнче, 1974-1978-çулсенче - Верхний Услон райĕçтăвком председателĕн заместителĕнче, 1978-çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех районти «Сельхозхимия» пĕрлешỹ председателĕнче тăрăшнă.

Павел Иванович обществăлла ĕçсенче те хастарлăх кăтартнă, район Совечĕн депутачĕ, КПСС райкомĕн членĕ тата ревизи комиссийĕн председателĕ пулнă, районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Советне ертсе пынă.

Вăрçăри паттăрлăхшăн Павел Иванова Хĕрлĕ Çăлтăр тата I-степень Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе, «Сталинграда хỹтĕленĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн» тата ытти медальпе чысланă. Мирлĕ ĕçре палăрнăшăн «За трудовую доблесть» медальпе тата Тутар АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе хавхалантарнă.

Павел Иванова «Верхний Услон районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чыс тунă. Павел Иванов фронтовик вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн çырнă сăвви-поэмине пĕр çĕре пухса 1985-çулта Хусанта «Страна на битву призывала» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн сăввисем Верхний Услон районĕнчи «Волжская новь» хаçатра та çутă курнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, пирĕн ентеш Павел Иванович Иванов 2002-çулта çĕре кĕнĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



27 февраля 2026
18:22
Поделиться