«Ямшăк, ан хăвала утсене»

«Ямшăк, ан хăвала утсене»

1730-1740-çулсенче Сăр вăрманĕ урлă «Улатăр-Пăва» почта çулне (почтовый тракт) хывни Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсен территорийĕсемпе тачă çыхăннă.

Çак пысăк стройкăна кунта пурăнакан хресченсене те (17 çултан пуçласа 50 çула çитиччен) хăйсен лашисемпе пĕрле хутшăнтарнă. Почта çулĕ 40-50 метр сарлакăш пулнă. Кашни çухрăмрах шурă-хура йăрăмлă юпа вырнаçтарнă, 15-30 çухрăмра почта станцийĕ туса лартнă. Почта станцийĕнче 25 лаша валли вите çĕкленĕ, вутă-шашкă сарайĕ пулнă тата пусă чавнă.

Акă мĕнле аса илнĕ çак тапхăра иккĕмĕш гильди купецĕ Иван Иванович Сульдин (текста вырăслах пичетлетпĕр - авт.):

«...Из всех пяти станций мне более всего Мордовские Тюки понравились. Плотники там лучшие были. Место красивое - опушка соснового бора, и есть ручей, бегущий в Суру. До города Буинска оттуда всего один перегон».

Кунта çакна каласа хăвармалла: «Улатăр- Пăва» аслă çула туса пĕтернĕ ятпа Чĕмпĕр кĕпĕрнинче «Почта конкурсне» ирттернĕ, Иван Сульдин купец комисси членĕ пулнă. Ирçе Тĕкки ялĕнчи станцие вăл 17-мĕш номерпе паллă тунă.

Губерни комиссийĕ Ирçе Тĕкки станцине конкурс çĕнтерỹçи тесе йышăннă, Иван Ивановича «коллежский регистратор» чин тата дворянин ятне парса «почт-комиссар» пулма шаннă.

Иван Иванович чăн малтан станци хапхи çине Раççей гербне çапса хунă. Станци валли почтальонсене, ямшăксене тата хуралçăсене ĕçе йышăннă. Ямшăксем валли Чĕмпĕрте симĕс кафтан çĕлеттернĕ, почтальонсене йĕс тăхаллă пиçиххипе тата ятарлă тумпа тивĕçтернĕ.

«Улатăр-Пăва» аслă çул уçăлнă май Ирçе Тĕкки ялĕ урлă патшалăх çыннисем нумай çỹренĕ. Почт-комиссар вĕсем валли хăна çурчĕ тата мунча туса лартнă. Пĕр хуралтăна карета мастерскойĕ валли майланă. Мастерскойра Чĕмпĕртен илсе килнĕ чаплă ăстаçă вăй хунă. Кунта - каретăсене юсанипе пĕрлех - кустăрмасене те çĕннипе улăштарнă тата урапа тĕнĕлне тикĕт сĕрнĕ.

Иван Иванович почта станцийĕ çумĕнче трактир туса лартнипе те мухтава тухнă. Унта Теччĕрен ятарласа килнĕ арçын повар ĕçленĕ, ăна Додо тесе чĕннĕ. Додо маларах пĕр дворянин патĕнче тăрăшнă. Ирçе Тĕккинчи Иван Сульдин купецпа унăн поварне Додона улатăрсемпе пăвасем çеç мар, Чĕмпĕр пуянĕсем те лайăх палланă.

«Для народа простого в полуподвале трактира есть нижний зал. Мещане и совсем бедные пешие путники могут тут тоже что-то покушать. Всем, кто желает, наливаем здесь стопки водки из больших зеленых бутылок, разведенной из буинского спирта. Есть у нас и «аглицкое» пиво пенистое, наливаемое «из крантика» в большие глиняные горшки», - çапла хăпартланса каласа панă Чĕмпĕртен килнĕ репортера Иван Сульдин почт-комиссар.

Иван Ивановичăн пурнăçĕ йĕркеленсе кăна çитет - Раççейре Емельян Пугачев пăлхавĕ çĕкленет. Ирçе Тĕкки станцине çак хăрушă хыпара почта çулĕпе çỹрекен дворянсем илсе çитереççĕ.

Çу кунĕсем çывхарнă май Пугачев çарĕ Атăл хĕррине те çитет. 1774-çулхи июльте пăлхавçăсем Хусан хулине туртса илеççĕ. Патша çарĕн Михельсон подполковник ертсе пыракан корпусĕ Арск хирĕнче пăлхавçăсене хупăрласа илсе çĕмĕрсе тăкать.

Анчах та пăлхавçăсем çĕнĕ вăй пухса Улатăр хулине пырса кĕреççĕ. «Улатăр-Пăва» почта çулне хупма тивет. Иван Иванович мăшăрĕпе ачисене Хусан çывăхне ăсатать. Аслă ывăлне Михея кунта ĕçлекенсене пурне те кантур умне пухма хушать. Виçĕ почтальон, икĕ хуралçă, конюхпа платник тата повар Иван Иванович çине хăраса пăхнă.

- Вăрă-хурах - çумрах, - тенĕ пăлхануллă саспа почт-комиссар. - Эсир ямшăксемпе пĕрле ларса кайма е манпа пĕрле кунта юлма пултаратăр - никама та ирĕксĕрлеместĕп. Станцие вăрă-хурах çĕмĕрсе тăкасран упраса хăвармаллах. Манăн пистолет пур, манпа пĕрле юлакансем сенĕкпе тата пуртăпа хĕç-пăшалланма пултараççĕ.

Почта станцийĕнче ĕçлекенсем пурте пĕр шухăшлă пулса Иван Ивановичпа юлаççĕ.

Пушанса юлнă станцире малтанхи каç шăв-шавсăр иртнĕ. Тепĕр кун ирхине лаша вити тăрринче сăнаса тăракан хуралçă почта çулĕпе юланутçăсем килнине асăрханă. Кусем драгунсен Смоленскри полкĕн салтакĕсем пулнă. Салтаксем капмар йывăçсене касса йăвантарса аслă çула пỹлсе лартнă, вĕсене станцире ĕçлекенсем те пулăшнă. Çапла вара Ирçе Тĕкки патĕнчен лашапа иртме пачах та май пулман.

Çар заданине пурнăçланă хыççăн секунд-ротмистр драгунсене Пăва еннелле илсе кайнă. Тепĕр виçĕ кунтан вара Пугачев пăлхавçисем Улатăр хулине пăрахса хăварса Сăр тăрăх çỹлелле хăпарнă. «Улатăр-Пăва» почта çулĕпе пăлхавçăсем Чĕмпĕре çитме шутлани пурнăçа кĕреймен. 1775-çулхи çуркунне ку çулпа ямшăксем те чупма пуçланă.

Иван Иванович çĕре кĕрсен, Ирçе Тĕккинчи станци смотрителĕ пулса, черетпе унăн ывăлĕсем - Алексей, Прохор, Семен тата Степан - ĕçленĕ. Вĕсем станцире часовня та туса лартнă.

Ирçе Тĕкки почта станцийĕн чăн кайранхи смотрителĕ Степан Иванович - уçă та илемлĕ сасăллăскер - ямшăк юррине юрлама юратнă:

«Когда я на почте служил ямщиком,

Был молод, имел и силенку.

И крепко же братцы, в Мордовских Тюках

Любил я в ту пору девчонку».

Çак юрă халăхра «Степан Сульдин юрри» ятпа юлнă.

1900-ÇУЛХИ çулла - вăрман пушарĕ вăхăтĕнче - Ирçе Тĕккинчи почта станцийĕ çурчĕ-хуралти мĕнĕпех çунса кайнă. Йĕсрен ăсталанă Раççей патшалăхĕн гербне - çунса ирĕлме пуçланăскере - Шăмăршă чиркĕвне упрама панă. (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ (ГАУО), 134-мĕш фонд, 2-мĕш çыру (опись), 320-мĕш ĕç, 147-мĕш листа).

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе тата «Судьба рода Сульдиных» аса илỹпе (Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕ (ГАУО), 134-мĕш фонд, 3-мĕш çыру, 2-мĕш Ĕç хучĕ, 1-2 листасем) усă курнă.



27 февраля 2026
18:23
Поделиться