3-мĕш разряд нормативне пурнăçланă
ÇАК кунсенче Шупашкарта «Рекорд патне çул хыватпăр» ятпа йĕлтĕрçĕсен регионсем хушшинчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн команди те хастар хутшăннă. Дмитрий Байкалов - иккĕмĕш, Евгения Матвеева виççĕмĕш вырăн йышăннă. Спорт шкулĕн директорĕ Павел Макаров 50 çула çитичченхи спортсменсем хушшинче бронза медале тивĕçнĕ.
Тепĕр савăнăç: Дмитрий Байкалов, Денис Матвеев, Дмитрий Якушов, Максим Якушов тата Анна Кашкрова вĕренекенсем çитĕннисен 3-мĕш разрячĕн нормативне пурнăçланă.