Аннене
Чи ачаш сăмахсен илемне,
Ху пилленĕ чăваш чĕлхипе,
Йышăнсамччĕ, юратнă анне,
Саламлатăп уяв ячĕпе.
Ача чух, хуп сăпка умĕнче
Эс юрланă чĕре юррине.
Шав йăпатнă чĕкеç сассипе
Чарăнми йĕрекен пепкỹне.
Çитĕнсен, пир сумка çĕлесе,
Эс шкула леçсе янă пире.
«Çын пулсамăр», - тесе, пиллесе
Ăсататтăн куллен ирхине.
Кỹрентернĕ те пуль хăш чухне,
Итлемен те пуль-ха хушнине.
Эсĕ çеç, çывăх çыннăм - анне
Каçарма пултаран иртнине.
Эс пулсан çеç ачалăх хитре,
Куллуна мĕнле манăн санне?
Сан яту яланах чĕрере,
Чи хисеплĕ, юратнă анне!
Ив.САЛАНДАЕВ.