Асли те, кĕçĕнни те - хастар

Асли те, кĕçĕнни те - хастар

Çапăçури тата госпитальсенче сипленекен салтакăмăрсене пулăшасси Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕшĕн кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăчĕ. Хĕрарăмсем вырăн таврашĕ, пижама, аялти йĕм, пончо плащ çĕлесе, маскировка сечĕ çыхса, çавăн пекех пылак çимĕç (чак-чак, баурсак, печени, мăйăр) пĕçерсе, «типĕ» яшка хатĕрлесе пархатарлăх кăтартаççĕ.

Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекенсем - Пирвайхисен юхăмĕн членĕсем те аслă юлташĕсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Çамрăксем окоп çурти тăвассипе, пылак çимĕç янтăлассипе аслисенчен юлмаççĕ.

Эпир округри волонтерсемпе тачă çыхăнура. Ялсен хастарĕсем, шкул ачисем (уйрăмах Пăчăрлă Пашьел тата Шăмăршă вăтам шкулĕсен вĕренекенĕ- сем) чун хушнипе мир салтакĕсене пулăшма тăрăшаççĕ. Пĕрлехи ĕç пурне те çывăхлатать, тата ытларах ĕç тума хавхалану кỹрет.

Çывăх вăхăтра Курск тăрăхĕнчи çар госпитальне, Белгород облаçĕнчи беженецсене вăхăтлăха вырнаçтармалли пункта гуманитари пулăшăвĕ ăсатмалла. Чи кирлĕ япаласен переченĕнче - çĕр улмипе ытти пахча çимĕç, консерваци, хĕлле çимелли салат, сысна, ĕне, лаша, сурăх, вĕçен кайăк какайĕ, çу, кондитер изделийĕ, нуски, аялти йĕм, ыратнине ирттермелли эмел, инвалид кресли. Округ çыннисене, ыр кăмăллăх акцине хутшăнма чĕнетпĕр. Кашни граждан пĕр япалапа пулăшсан та, пĕрлехи вăйпа, гуманитари пулăшăвне хатĕрлесе çитерме пултаратпăрах. Вĕсене Шăмăршăри «Алатырь», «Козерог» магазинсене, Христос Çурални ячĕллĕ чиркĕве илсе пымалла. Гуманитарие кирлĕ çĕре çитерекенни - хамăр ентеш.

Салтакăмăрсем пылак çимĕçе (чак-чака, баурсака, печение), «типĕ» яшкана питĕ кĕтеççĕ. Çак апат-çимĕçе хатĕрлемешкĕн камăн кăмăл пур - вĕсене Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ кивĕ чиркĕвĕн трапеза çуртне пыма чĕнетпĕр.

Пирĕнпе çыхăнмалли телефон: 8 906 130 90 74.

Н.Константинова,

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



06 марта 2026
09:39
Поделиться