Фермăра ĕçленĕ, клубра юрланă

ВЫРĂС ЧУКАЛ ялĕнче пурăнакан Лидия Рубцова ĕç ветеранĕ çак кунсенче 85 çул тултарнă.

Лидия Дмитриевна - ялти хисеплĕ çын. Нумай çул хушши тăван ялти «Волга» колхозра сысна ферминче тăрăшнă, Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ.

Фермăран таврăнсанах хастар хĕрарăм ялти клубалла утнă. Юрă-ташăра ăстаскер, Лидия Рубцова кашни концертрах хăйĕн илемлĕ те уçă сассипе халăха савăнăç парнеленĕ.

Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕ ялта хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Ăна икĕ ачипе çичĕ мăнукĕ тата тăхăр кĕçĕн мăнукĕ чун ăшшипе савăнтараççĕ.

Хисеплĕ пенсионера юбилей ячĕпе саламламашкăн Чукал ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Наталия Храмова Тав çырăвĕпе тата парнепе килнĕ.

- Маншăн чи пысăк парне - Эсир тата тăван ял-йыш манса кайманни, хисеп туни, - çапла каласа чĕререн тав тунă Лидия Дмитриевна хаклă хăнасене.

 Е.ЖОЛОБОВА.



06 марта 2026
09:29
Поделиться