Герой парттине уçнă
ВАСАН тĕп шкулĕнче паллă событи пулса иртнĕ: ятарлă çар операцийĕнче тăшманпа паттăррăн çапăçса вилнĕ Борис Смаев выпускника асăнса герой парттине уçнă.
Борис Смаев 2024-çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Вилнĕ хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.