Герой çуратнă аннесем
ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕсене çитĕнтернĕ салтак амăшĕсемпе тĕл пулнă. Çак ăшă кăмăллă тĕл пулăва Чукал ял территори уйрăмĕнчи хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Евгения Малеева та хутшăннă.
Олег Николаев СВО участникĕсен амăшĕсене маттур та паттăр ывăлсем çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тунă.
Салтак амăшĕсем Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕпе паллашнă, театрта «Ялта» спектакль курнă.
Е.ПЕТРОВА.