«Малалла, арçын ачасем!»

ÇАК ятпа Шăмăршăри Культура керменĕнче çамрăк талантсен конкурсĕ иртнĕ. Конкурсра ача сачĕсене çỹрекен арçын ачасем ăмăртнă, хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартнă. Чи маттурри вара Шăмăршăри «Сказка» ача садĕнчи Глеб Быков пулнă. Тĕрлĕ номинацире Данил Харитонов («Сказка»), Степан Аюгин («Аленушка»), Гордей Григорьев («Василек»), Алексей Павлов («Пилеш»), Иван Тимофеев («Ромашка») тата Азамат Шарипов (Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ çумĕнчи хатĕрленỹ ушкăнĕ) палăрнă.



06 марта 2026
09:29
Поделиться