Çĕнтерĕве çывхартма

Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ хỹтĕлевçĕмĕрсене пулăшассине вăйлатсах пырать. Акă февраль уйăхĕнче вăл йĕркеленипе нумай япала çĕлесе-çыхса хатĕрлерĕмĕр, туяннă. Вĕсем: маскировка сечĕ, хỹтлĕх утиялĕпе плащ, гетры, «пурнăç» сулли, липучкăллă аялти йĕм, резинкăллă аялти йĕм, «шăмă» минтер, пижама, çăвăнмалли мунчала, простынь, пододеяльник, минтер пичĕ, пеленка, ал шăлли, халат, çывăрмалли кĕпе, нуски. Гуманитари пулăшăвне Запорожье, ДНР, ЛНР, Херсон, Белгород, Курск тăрăхне ăсатнă, çавăн пекех фронт çывăхĕнчи тата Хусанти çар госпиталĕсене çитернĕ.

Салтаксене кирлĕ япаласене хатĕрлеме тата ăсатма тỹпе хывнă граждансем, чăннипех те, мухтава тивĕçлĕ!

Г.Веденеева ,

Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



06 марта 2026
09:40
Поделиться