Çĕр улми куравĕ ĕçленĕ

МАРТĂН 4-5-мĕшĕсенче Шупашкарти икĕ лапамра - МТВ-центрта тата «Пехет» агромаркетра - «Çĕр улми-2026» курав ĕçленĕ. 2009-çултанпа йĕркеленĕскер, курав 18-мĕш хут иртнĕ. Кăçал унта 18 регионти 78 организаци хутшăнма кăмăл тунă.

Курав вăхăтĕнче наукăпа практика конференцийĕ, «çавра сĕтел», семинар йĕркеленĕ, 5 организаци тухăçлă вăрлăх сутнă.

«Çĕр улми-2026» курава Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пынă пирĕн делегаци те хутшăннă.

Калас пулать, курав «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



06 марта 2026
09:24
Поделиться