Сергей ГАЛКИН: «Кашни кун тухăçлă ĕçпе паллă пулса юлтăр»

Сергей ГАЛКИН: «Кашни кун тухăçлă ĕçпе паллă пулса юлтăр»

ИРТНĔ эрнекун Шăмăршă муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Степанов ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Владимир Геннадьевич Шăмăршă муниципалитет округĕн 2025-çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерес тата умри тĕллевсене палăртас тĕллевпе анлă канашлу ирттерчĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов хутшăнчĕç. Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин канашлура кашни отрасль аталанăвне хакласа анлă доклад туса пачĕ.

БЮДЖЕТ

ЭКОНОМИКА аталанăвне муниципалитет округĕн юлашки 5 çул хушшинчи бюджет кăтартăвĕсем яр уççăн кăтартса параççĕ.

Муниципалитет округĕн 2025- çулхи бюджечĕ 665,6 миллион тенкĕ тупăш илнипе пурнăçланнă. 2024-çулхипе танлаштарсан, ỹсĕм - 28, 7 процент. 2021-çулхи кăтартусене илес пулсан, тупăш 156,1 процент чухлĕ пысăкрах. Çак лайăх кăтартăва округ тупăшлă ĕçленипе тата бюджет хушшинчи трансфертсем пырса кĕнипе çĕнсе илме пултарнă. 2021-çулхипе танлаштарсан, хамăр тупăш (собственные доходы) 1,9 хут ỹснĕ.

Паллах, социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарнă çĕрте тăкак- сăр ĕçлеме май çук. Муниципалитет округĕн 2025-çулхи бюджечĕн тăкак пайĕ 648,9 миллион тенкĕ пуçтарăннă. 2024-çулхипе танлаштарсан, укçа-тенкĕ - 29 процент, 2021-çулхи шайран 52,6 процент ытларах тăкак-ланнă.

Пĕчĕк тата вăтам пре дпринимательлĕх

2026-ÇУЛХИ январĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет округĕнче юридицин 22 сăпатне (юридические лица), 272 уйрăм предпринимателе (çав шутра - 46 хресчен (фермер) хуçалăхĕ), хăйсен ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) 998 çынна регистрациленĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем 2025-çулта 645,6 миллион тенкĕлĕх (ỹсĕм - 10,5 процент) ĕç тунă.

ИНВЕСТИЦИСЕМ

ЭКОНОМИКĂРИ лару-тăрăва лайăхлатмалли тĕп вăй инвестици пулса тăрать.

2021-2025-çулсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче пĕтĕмĕшле сумми 531,5 миллион тенкĕлĕх 30 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутра 2025- çулта - 135,4 миллион тенкĕлĕх 12 инвестици проекчĕ.

2026-çулта округра туризм потенциалне аталантарасси пысăк вырăн йышăнмалла. Ку тĕлĕшпе «Çĕрпỹ-Ульяновск» автоçул хĕрринче 2 инвестицин проектне пурнăçа кĕртмелле. Çакă тата 15 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

Çул хĕрринчи туризм инфраструктурине тума (кафе, техникăна пăхса ямалли станци, юсав мастерскойĕ) сметăпа 25 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çавăн пекех инçе çула каякан автомашинăсем тăмалли лаптăк, кафе, хăна çурчĕ, кану вырăнĕ тума сметăна 10 миллион тенкĕ кĕртесшĕн.

Хальхи вăхăтра округ администрацийĕ инвесторсемпе килĕшсе татăлас тĕлĕшпе ĕçлет.

2026-2027-çулсенче социаллă пурăнмалли вырăн валли 32 хваттерлĕ виçĕ хутлă çурт туса хута ярасшăн. Харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсем (самозанятые) хăйсен продукцине çĕнĕрен туса лартакан 5 павильонра сутма пултарĕç.

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

АГРОПРОМЫШЛЕННОСТЬ комплексне аталантарас тĕлĕшпе округра 46 - хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 2 - ял хуçалăх предприятийĕ тата 5100 килти хушма хуçалăх ĕçлет.

2025-çулта ял хуçалăхĕнчеуйăхри вăтам ĕç укçи - 2024-çулхипе танлаштарсан - 145,2 процент, 2021-çулхи шайран вара 2,1 хут ỹснĕ.

2025-çулта округра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене - 37,1 пин тонна, 2024- çулхи шайран 39 процент нумайрах, пуçтарса кĕртнĕ. Кашни гектар тухăçĕ - вăтамран 37, 3 центнер.

2026-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсенче 5448 пуç мăйракаллă шултра выльăх усранă. Округĕпе çулталăкра чĕрĕ виçепе 2,3 пин тонна аш-какай (2024-çулхипе танлаштарсан - 117,9 процент), 12,4 пин тонна сĕт (93,8 процент) туса илнĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем сĕт туса илессине 6,8 процент ỹстернĕ, кашни ĕнерен вăтамран 7,5 тонна (115,5 процент) сĕт сунă.

2021-2025-çулсенче округ территорийĕнче 130 вырăнлă сĕт-çу ферми, 200 пуç ĕне выльăх самăртмалли ферма хута янă. 5 пăру витине, 2 ĕне витине, тырă упрамалли 9 ангара реконструкциленĕ тата модернизациленĕ.

ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШĂВĔ

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔНЧИ ỹсĕме агропромышленность комплексне патшалăх пулăшмасăр тума йывăр. Юлашки пилĕк çул хушшинче «Агростартап» программăпа - 8 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 28,8 миллион тенкĕ, «Çемье ферми» программăпа - 2 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 12 миллион тенкĕ, «Перспектива» программăпа 2023-2024-çулсенче 3 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 16,7 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ.

Округра ял хуçалăх техникине çĕнетсех пыраççĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче хресчен(фермер) хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем 465 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туянма пултарчĕç. «Харпăр хăй ĕçне йĕркеленисене пулăшасси» программăпа 40 çын килти хушма хуçалăха ата- лантарма 9 миллион тенкĕ ытла патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

ПУÇАРУ ПРОЕКЧĔСЕНЕ - ПУРНĂÇА

2017-ÇУЛТАН пуçласа округри ял территорийĕсенче пуçару бюджечĕпе 231,1 миллион тенкĕлĕх 212 проекта пурнăçа кĕртнĕ. 2025-çулта 68,1 миллион тенкĕлĕх 31 проект пурнăçланнă.

2026-çулта 112,6 миллион тенкĕлĕх 39 пуçару проектне пурнăçлама палăртнă. Çав шутра 18 проект (43,4 миллион тенкĕлĕх) - ялсене тирпей-илем кĕртессипе, 21 проект (69,2 миллион тенкĕлĕх) çул тăвассипе тата юсассипе çыхăннă.

СОЦИАЛЛĂ ТИВĔÇТЕРỸ

КАШНИ çулах федераци тата республика бюджечĕсем граждансене соци- аллă пулăшу пама укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ.

Акă юлашки пилĕк çул хушши округра пурăнакан 452 çын 78,4 миллион тенкĕлĕх социаллă контракт тунă. Çав шутра 2025-çулта харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ 202 çын 45,7 миллион тенкĕ субсиди илнĕ. 2026-çулта округра 35,5 миллион тенкĕлĕх 155 социаллă контракт тума палăртнă.

ÇУЛ-ЙĔР ХУÇАЛĂХĔ

«ТРАНСПОРТ тытăмне аталантарасси» муниципалитет программипе 2021-2025-çулсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсама 136,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак тапхăрта 28,9 километр çула тĕпрен çĕнетнĕ.

2021-2025-çулсенче çулсене тытса тăма 71,9 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă, çакăнпа пĕрлех Шăмăршăри нумай хваттерлĕ 5 çурт картишĕн территорине хула сăнĕ кĕртнĕ.

2026-çулта округра вырăнти пĕлтерĕшлĕ 4,5 километр çула (34,4 миллион тенкĕлĕх), нумай хваттерлĕ 1 çурт картишне кĕмелли çула юсама пăхнă. Кăçал çулсене тытса тăма 27 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Чи пысăк объект шутне Шăмăршăри Ленин урамĕнчи çула кĕртмелле. Кăçал çак урамра 322 метр çула юсама вăй çитерĕпĕр. Ку - пĕрремĕш тапхăр. Проектпа смета докуменчĕ хатĕр, патшалăх экспертизин килĕшĕвĕ те пур. 18,6 миллион тенкĕ тăракан юсав ĕçне çу кунĕсенчех вĕçлеме палăртатпăр.

ПУРĂНМАЛЛИ ÇУРТ-ЙĔРПЕ КОММУНАЛЛĂ ХУÇАЛĂХ

ЮЛАШКИ пилĕк çул хушшинче Шăмăршă муниципалитет округĕнче авариллĕ тесе йышăннă нумай хваттерлĕ 3 çуртра пурăнакансене урăх вырăн уйăрса панă. Округ администрацийĕ çак тĕллевпе 78 миллион тенкĕлĕх хваттер туяннă.

2021-2025-çулсенче ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă тăлăх ачасем валли 15 миллион тенкĕлĕх 14 хваттер туяннă, 17,9 миллион тенкĕлĕх 5 сертификат панă. 5 тата ытларах ачаллă çемьесене 19,5 миллион тенкĕлĕх 5 сертификатпа тивĕçтернĕ. 8 çемье 8,4 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă ипотека кредичĕн программипе усă курнă.

«Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа 8 çын - пурĕ 8,6 миллион тенкĕлĕх - хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Кунсăр пуçне, 28 çамрăк çемьене 24,7 миллион тенкĕлĕх свидетельство панă.

2026-çулта пурăнмалли çурт-йĕр программи валли 26 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Республика программипе килĕшỹллĕн, юлашки 5 çул хушшинче нумай хваттерлĕ 8 çуртра 12,7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕ тунă. «Хальхи ыйтусене тивĕçтерекен хулари пек хăтлăх» программăпа 2021-2025-çулсенче Шăмăршăри Советсен урамĕнче 14,3 миллион тенкĕлĕх тирпей-илем тунă.

2026-çулта В.Н.Никифоров генерал паркне тĕпрен çĕнетме палăртнă, çак ĕç валли хальхĕхе 3,9 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

2021-2025-çулсенче Шăмăршăри Ленин урамĕнчи 26-мĕш çурта блокпа модуль котельнăйĕпе хутса ăшăтасси çине куçарнă, Шăмăршăри тĕп больница, вăтам шкул тата «Сказка» ача сачĕ те блокпа модуль котельнăйĕпе ăшăнма пуçланă. Çак котельнăй валли Чăваш Республикин резерври фончĕ 109 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрса панă.

2025-çулта Виçпỹрт Шăмăршăри Культура çурчĕн котельнăйне те çут çанталăк газĕ çине куçарнă.

Юлашки 5 çул хушшинче округ территорийĕнче шыв уçлакан 18 башньăра 17,9 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕ тунă. «Çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курассине аталантарасси тата экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси» муниципалитет программипе 2021-çулта Çĕнĕ Шăмăршăпа Шăмăршă хушшинчи пĕвене тĕпрен юсанă (пурĕ 4,5 миллион тенкĕлĕх). 2022-çулта çак программăпах Шăмăршăри свалкăна рекультиваци тумалли проекта пурнăçа кĕртнĕ (13,6 миллион тенкĕлĕх).

Хытă коммуналлă каяшсене ĕçе кĕртмелли программăпа 2021-2025-çулсенче округра 930 пин тенкĕлĕх 54 евроконтейнер туяннă. 2025-çулта ялсенче пысăк калăпăшлă каяшсене пуçтарма 10 площадка вырнаçтарнă.

Шăмăршă ялĕшĕн шывпа тивĕçтересси чи çивĕч ыйту пулса тăрать. 3 километр ытла тăрăшшĕ чукун пăрăха улăштармалла. 2026-çулта округ админи- страцийĕ çак ĕç валли проектпа смета документацине туса хатĕрлет.

ВĔРЕНТỸ

ОКРУГРА вĕрентỹ тытăмĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 8 учреждени, шкулчченхи 4 учреждени тата хушма пĕлỹ паракан 2 учреждени ĕçлет. 2025- 2026 - вĕренỹ çулĕнче вĕсене 1159 ача çỹрет.

2021-çултан пуçласа 2025-çулччен шкулта вĕренекен ачасен йышĕ 1757-рен 1159-а çити чакнă.

Шкулсенчи педагогика ĕçченĕсен 2025-çулхи уйăхри шалăвĕ - 2024-çулхипе танлаштарсан - 13 процент, шкулчченхи учрежденисенче - 17 процент, хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче 13 процент ỹснĕ.

Ачасене турттарма 5 учрежденире 10 автобус пур. Вĕсене пурне те ГЛОНАСС системăпа тата тахографпа тивĕçтернĕ, пурте «Ăслă автобус» про- екта хутшăнаççĕ.

Юлашки 5 çул хушшинче 2 учреждение тĕпрен юсанă (87,8 миллион тенкĕлĕх), 3 территорие хулари пек тирпей-илем кĕртнĕ (22,6 миллион тенкĕлĕх), шкулчченхи учрежденисенче 17,1 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕ тунă. Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех спорт залĕсене юсаса çĕнетнĕ.

2026-çулта Карапай Шăмăршă вăтам шкулне тĕпрен юсама 80,4 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ

ЮЛАШКИ 5 çул хушшинче медицинăн малтанхи сыпăкне модернизацилемелли программăпа 6 фельдшерпа акушер пункчĕ (34,6 миллион тенкĕлĕх) тата 2 врач амбулаторийĕ (57 миллион тенкĕлĕх тунă, вĕсене 7,7 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Больницăна 6,6 миллион тенкĕлĕх 8 автомобиль уйăрса панă.

Тĕп больницăра - ача-пăча уйрăмĕпе инфекци уйрăмне, Карапай Шăмăршăпа Пăчăрлă Пашьел врач амбулаторийĕсене тĕпрен юсанă (40 миллион тенкĕ ытлалăх).

«Вăрăм тата хастар пурнăç йĕрки» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе, Палтиелĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕ (35,8 миллион тенкĕлĕх) уçăлнă, ăна 1,7 миллион тенкĕлĕх оборудованипе тивĕçтернĕ.

Поликлиникăри рентген кабинетĕнче 1,2 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕ тунă, унта 13,7 миллион тенкĕ тăракан çĕнĕ рентген аппарачĕ вырнаçтарнă. Çавăн пекех 6 миллион тенкĕлĕх УЗИ аппарат туяннă.

2026-çулта больницăри пищеблока тĕпрен юсама палăртнă.

КУЛЬТУРА

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче 12 - культурăпа кану учрежденийĕ, 13 - библиотека, 1 музей шутланать. 2025-çулта культурăра 34 çын ĕçленĕ.2021-çулпа танлаштарсан, 2025-çулта культурăра тăрăшакансен шалăвĕ 1,7 хут ỹснĕ.

«Культура» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2025-çулта Централизациленĕ клуб тытăмĕнче кинозал уçăлнă, нумай функциллĕ куçса çỹрекен центр - автоклуб туяннă.

2025-çулта Кивĕ Чукал Культура çурчĕ 254,6 пин тенкĕлĕх музыка оборудованийĕпе пуянланнă.

2026-çулта Централизациленĕ клуб тытăмне тĕпрен юса- машкăн республикăри конкурса хутшăнма палăртнă.

СПОРТ

ШĂМĂРШĂРИ муниципалитет округĕнче пурăнакансен 68,5 проценчĕ спортпа туслă.

Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче 21 çын вăй хурать, тренер-преподавательсен уйăхри вăтам ĕç укçи 2025-çулта 53120 тенкĕпе танлашнă.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене спорт шкулĕ тỹлевсĕрех бассейнпа тата тренаж залĕпе усă курма ирĕк парать, 2025-çулта çак çăмăллăха 427 çын илнĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесенчи 896 çынпа 1314 пенсионер бассейнпа çăмăллатнă йĕркепе усă кураççĕ.

Докладчик Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине 2025-2030 çулсенче аталантармалли комплекслă программăна пирĕн округ пĕр проект-драйвер кĕртнине асăнчĕ. Çак проект тĕллевĕ - Шăмăршă тăрăхĕнче хăмла туса илессине тепĕр хут çĕклесе ярасси.

«Хăраса тăмалла мар, хăмла тупăшлă отрасль пулнине асра тытмалла, - терĕ Сергей Авенирович. - Округра кашни кун тухăçлă ĕçпе паллă пулса юлтăр тесе тăрăшсан çеç эпир умра тăракан тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама вăй çитерĕпĕр».

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Владимир Степанов шăмăршăсем ытти окугсенчен нихăш енĕпе те кая юлманнине, хăш-пĕр кăтартупа вара вăтаммисенчен те иртсе кайнине палăртрĕ.

«Çапах та вăтам шайра пурăнма хăнăхмалла мар, малтан малалла туртăнмалла, - терĕ Владимир Геннадьевич. - Сирĕнни пек илемлĕ çут çанталăк урăх ниçта та çук, çавăнпа та Шăмăршă туристсене магнит пек туртакан сăваплă вырăн пулса тăтăр тесе тăрăшмалла. Туристсем нумайрах килсен, бюджета укçа-тенкĕ те ытларах кĕрĕ, экономикăпа социаллă пурнăç шайĕ ỹссех пырĕ».

Ив.САЛАНДАЕВ.



06 марта 2026
09:25
Поделиться