«Тавтапуç чăлхашăн, аннеçĕм»

«Тавтапуç чăлхашăн, аннеçĕм»

Малти линире нихăçан та шăплăха туймастăн. Вăл кунта инçетри артиллери шавĕпе, радиостанци сассипе е шăннă çĕр шатăртатнипе çухалать.

Çурма тĕттĕмре пĕрене стена çумне сĕвенсе ларатăп. Аллăмра - çăм нуски. Çемçе çăмран кил ăшши - тăнăçлăхпа тулнă кил ăшши - çапать. Хăрах чăлха ăшĕнченпĕчĕк виç кĕтеслĕх туртса кăлартăм. Çыру! Вулатăп. «Ывăлăм, ăшăн. Саншăн эпĕ кашни кун кĕл тăватăп, Турăран сана çăмăллăх кỹме ыйтатăп. Катя кинеми, 82 çулта».

Тĕрĕссине калатăп, çак кĕске çыру пĕтĕм кăмăл-туйăма çавăрса илчĕ... Эпĕ - вăтăр пиллĕкре. Хыçăмра - фронтра ирттернĕ икĕ çул çурă, çанталăк улшăнсан та, ыратми пулнă сурансем. Тем те курнă, тем те тỹснĕ. Çак хут татки вара... пысăк калибртан та ирттерет.

Пĕлетĕр-и, çак пылчăкра тата вĕçĕ-хĕррисĕр канăçсăрлăхра хăвна пĕр пĕчĕк деталь пек туятăн: вăл çаврăнать-çаврăнать те çийĕнсе пĕтет. Эсĕ - сводкăри номер çеç. Волонтерсен гуманитари машинисем килеççĕ те - коробкăсене пушатнă чух çав туйăм сĕвĕрĕлет.

Эпир «вăй тата япала» кăна мар. Эпир - камăнтăр ывăлĕ, мăшăрĕ, пĕр тăванĕ. Пирĕн хыçăмăрта çур çĕр-шыв сăрт-ту пек тăрать.

Эрне каялла «вĕçен кайăк» - хĕр волонтерсем икĕ уйăх хушшинче укçа пухса туяннă дрон - «Тĕксĕм» Сашкăна çăлса хăварчĕ. Сашка заданире чухне ăна тăшман хупăрласа илме тытăннă. Енчен те волонтерсен дронĕ пулман пулсан, оператор вăрманпа çынсем пынине асăрхаса пире систермен пулсан... «Тĕксĕме» урăх кураймастăмăр. Виçĕ çулхи хĕрачи та тăлăха юлатчĕ. Госпитале кайнă чух Сашка, осколокран аманнăскер, çапла пăшăлтатрĕ: «Вĕсене тав ту. Дрон туяннă çынсене тав сăмахне кала».

Эсир пĕлме те пултараймастăр Уфари е Владивостокри палламан çын туяннă термосран чей ĕçнĕ чух мĕнешкел туйăм капланса килнине. Эсĕ ĕçетĕн - хăвăн хыçăнта хỹме тăнине туятăн. Бетонран туни мар вăл, чĕрĕ стена - çын чĕрисенчен тăраканскер.

Пире час-часах калаççĕ:

- Сире веçех параççĕ-çке.

Çапла, параççĕ. Çар вăл - база. Пурнăç вăл - волонтерсем тивĕçтерекен кирлĕ япа- ласем. Вĕсем: ял клубĕсенче кинемисем çыхакан маскировка сечĕсем (эпир вĕсене «юрату хỹтлĕхĕ» тетпĕр, чăн та, хỹтлĕх кар- рисем айĕнче пире курма çук), вилĕм сиксе тухасран асăрхаттарса «çухăракан» дрон детекторĕсем («виççĕрмĕшсен» е отпуска каякансен укçи-тенкипе туяннăскерсем). Çакăн пекки те тĕл пулать: пирĕн патăмăра çитнĕ волонтер, пĕрре пăхсах кунта мĕн çитменнине ăнланса, пулăшу сĕнет:

- Тытăр, каччăсем, сире питĕ кирлĕ! Пĕлетĕр-и, чи вăйлă ĕненỹ кунта мĕнпе çыхăннă? - Политикăна ĕненни мар, эпир пĕччен маррине шанни.

Чи хăрушă самантсенче эпĕ Катя кинемин çырăвне туртса кăларатăп. Хăрани иртсе каять. Енчен те 82-ри хĕрарăм килĕнче ман валли чăлха çыхса ларать тата мана шанать тĕк, ман ун шанăçне тỹрре кăлармалла. Манăн чăтмалла! Чечекпе танк ỹкерекен хĕрачасемшĕн, çулла машина çуса та реклама хучĕ валеçсе пухăннă укçа-тенке гуманитари пулăшăвĕ валли яракан арçын ачасемшĕн, ĕç хыççăн гаража кайса автомашина пухакан ырă кăмăллă арçынсемшĕн чăтмалла.

Волонтер пулăшăвĕ - тиев кăна мар. Вăл - юн пани. Халăх чĕринченех пирĕн юн тымарĕсене юн çитерни. Вăл - пире никам çĕнейми туса хуни. Тимĕр - çĕмĕрĕлет, электроника - çунса каять. Коробкăсемпе пирĕн патăмăра çитекен юратупа астăвăм ванмаççĕ те, çунмаççĕ те.

Тавтапуç сире, тăванăмăрсем. Эсир хатĕрленĕ кашни хỹтлĕх карришĕн, эсир туяннă кашни дроншăн, эсир çыхнă кашни чăлхашăн. Пĕлсе тăрăр, эпир - çак сивĕ çеçен хирте пĕччен мар.

Часах çутăлать. Каллех «вĕçен кайăк» тỹпене «вĕçсе хăпарĕ». Эпир те, яланхи пекех, ĕçе пуçăнăпăр. Пĕлетĕп: умри тĕллевсене пурнăçлатпăрах, мĕншĕн тесен хыçăмăрта - пĕтĕм Раççей. Эпир таврăнатпăрах. Епле пулсан та, таврăнатпăр!

Киле таврăнас килет. Пит-питĕ... Çĕнтерỹпе çеç. Хайхи Катя кинеми патне çитсе ыталасчĕ, çапла каласчĕ:

- Ывăлу таврăнчĕ. Тавтапуç чăлхашăн, аннеçĕм.

Раççей салтакĕ.



06 марта 2026
09:41
Поделиться