Тĕп ĕçсем - хăтлăх кĕртесси, фронта пулăшасси

Тĕп ĕçсем - хăтлăх кĕртесси, фронта пулăшасси

Иртнĕ эрнекун Анат Чаткас ялĕн Культура çуртĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ Лариса Петрова округри тĕрлĕ структура представителĕсемпе халăх умĕнче доклад турĕ. Вăл ял территори уйрăмĕн 2025-çулхи социаллă экономика аталанăвĕпе, 2026-çулта туса ирттермелли ĕç-пуçпа паллаштарчĕ.

Анат Чаткаспа Тури Чаткас ялĕсене тата Максим Горькипе Хĕрлĕ Васан паççулккисене пĕрлештерекен ял территори уйрăмĕ 381,2 га йышăнать. 2026-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунти 387 кил-хуçалăхра 698 çын пурăнни паллă. 2025-çулта кунта 2 (2024 ç. - 1) ача çуралнă, 9 (2024 - 10) çын вилнĕ. Çын пурăнаслăхĕ (естественная убыль) 7 çынпа танлашать. Иртнĕ çул пĕр (2024 - 1) мăшăр пĕрлешнĕ пулсан, çемье арканнă тĕслĕх пулман (2024 - 1).

Ял хуçалăхĕ халăх пурнăçĕнче тĕп вăй шутланать. Килти хушма хуçалăхсем, 5 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, харпăр хăй ĕçне йĕркелекенсем ял хуçалăх продукцине туса илеççĕ. 2025-çулăн пур категорири хуçалăхсен кăтартăвĕ: аш-какай - 152,9 т (2024 - 208,27 т), сĕт - 475,9 т (2024 - 710,99 т), çăмарта - 332,8 пин штук (2024 - 461,82 шт).

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур категорири хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх хисепĕ çапла: мăйракаллă шултра выльăх - 217 (2024 - 270), вĕсенчен ĕне - 74 (2024 - 87), сысна - 104 (2024 - 203), сурăх - 85 (2024 - 149), килти кайăк-кĕшĕк - 2120 (2024 - 2129), лаша - 13 (2024 - 10) пуç.

Ял территори уйрăмĕнче 14 уйрăм предприниматель (5 Х(Ф)Х-ĕпе пĕрле) шутланать. Вĕсен тĕп ĕçĕ ял хуçалăхĕпе тата тавар сутассипе çыхăннă. Суту-илỹ сферинче тĕп вырăнта - 4 магазин. Апат-çимĕç таварне сутаслăхĕ - 81 процент.

Пĕлтĕр ял территори уйрăмĕнче строительство енĕпе сахал мар ырă улшăну пулнă. Малтанхи пушар деповне çĕнĕрен юсаса уçнă, кунта тухса çỹреме ЗИЛ-130 автомашина уйăрса панă. Лариса Петрова ертсе пынипе ирĕклĕ пушар командине те регистрациленĕ.

Çавăн пекех 3 пуçару проектне (9886320 тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртме май килнĕ. Вĕсем: Анат Чаткасри Чапаев урамĕнчи çул юсавĕ, Анат Чаткасри Максим Горький урамĕнчи çул юсавĕ, Тури Чаткасри масар патне пымалли çул юсавĕ.

Кăçал вара 4 проекта (7427620 тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртмелле. Палăртнă ĕçсем: Хĕрлĕ Васан паççуллккинчи Молодежная урамĕнчи çула юсасси, Максим Горький паççулккин масар пỹртне тăвасси, Анат Чаткасри Чапаев урамне хăтлăх кĕртесси, Анат Чаткас ялĕн Культура çуртĕнче пушар сигнализацине юсасси. Çавăн пекех Культура çуртне иккĕллĕ газ котелĕ лартма проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕ. Анат Чаткасри Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹ тăррине юсаса ылтăн купол вырнаçтармалла. Куполпа строительство материалĕ хатĕр. Иван Майоровпа Олег Еремеев ертсе пынипе, спонсорла пулăшупа ку сăваплă ĕçе çывăх вăхăтра пуçăнмалла.

Халĕ, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, Раççей салтакĕсене пулăшасси Чаткас тăрăхĕнчи граждансемшĕн чи кирлĕ ĕç пулса тăчĕ. Людмила Николаева ертсе пынипе ял территори уйрăмĕн çыннисем фронта, госпитальсене нумай кирлĕ япала ăсатрĕç тата ентешсенчен парса ячĕç. Çур çул хушшинче кăна хĕрарăмсем 82 маскировка сечĕ çыхса хатĕрленĕ. Чавса айне хумалли минтер, аялти йĕм, вырăн таврашĕ, чăлха тата ыттине çĕлесе-çыхса нумай янтăланă.

Лариса Петровна пуçару проектне пурнăçа кĕртессине, ял-паççулкка хăтлăхра тытассине, хỹтĕлевçĕсене пулăшассине тỹпе хывнăшăн граждансене чунтан тав турĕ, малашне те çак хастарлăх сỹнмессе шаннине палăртрĕ.

Пухура ял-йыш тĕрлĕ ыйтăва çĕклерĕ. Кама - ял-урам хăтлăхĕ, кама - автоçулсене хĕллехи вăхăтра тасатса тăрасси, кама - шывпа тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси пăшăрхантарать. Ку ыйтусене тимлĕхре тытма шантарчĕç яваплă çынсем. Ертỹçĕн ăсталăхĕ, халăх ăнланулăхĕпе хастарлăхĕ вара темле йывăрлăха та парăнтарĕ.

Зинаида ВОРОБЬЕВА.



06 марта 2026
09:42
Поделиться