Туристсене страус кăтартăпăр
ЭКО- тата агротуризма аталантарас тĕллевпе çывăх çулсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче чылай ĕç тума палăртнă. Вĕсенчен пĕри - ипподром территорийĕнче страус ферми уçасси. Страус шырама аякка кайма кирлĕ мар: Çĕнĕ Шăмăршăра та, Кивĕ Шăмăршăра та Çурçĕр Африкăри çак пысăк вĕçен кайăка ĕрчетекенсем пур.
Хамăр республикăри Муркаш округне кĕрекен Тренькасси ялĕнче вара пĕр предприниматель «Браво» ятлă страус ферми те йĕркеленĕ. Кунта туристсем килсех тăраççĕ.