Тăван ен темрен те хаклăрах
ОКРУГ центрĕнчен аякри ялта - Чукалта - пысăк пĕлтерĕшлĕ событи сахалрах пулать. Спорт ăмăртăвĕ пирки те çавнах каламалла. Округ шайĕнчи ăмăрту кунта пулманпа пĕрех. Апла пулин те чукалсем аптăрамаççĕ: нумай çул хушши ĕнтĕ ялта хоккей вăййи - пысăк хисепре. «Волга» команда тăван ялта вылянипе çеç çырлахмасть, ытти çĕре те тухса çỹрет. Хăнасене йышăнма та хавас. Акă çак кунсенче кăна-ха Пулмантăшра йăлана кĕнĕ хоккей турнирĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва пулмантăшсем ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн çапăçакан ял çамрăкĕсемпе вăрçăра пуç хунă ентешсене халалланă.
«Волга» команда Васан ял территори уйрăмĕн «Вазаны» командине çĕнтернине курма пынисем хыттăн алă çупса тата савăнăçлăн кăшкăрса саламларĕç. Шкулта вĕренекенсем хушшинче те «Чукалы» команда чи вăйли пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - «Шемурша» тата «Вазаны» командăсем.
- Пирĕн çамрăксем спорта юратни савăнтарать, - тет Чукал ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Наталия Храмова. - Никам хушмасăрах вĕсем хоккей коробкине юртан тасатса тăраççĕ, сивĕ çанталăкра пăрлантараççĕ.
Ял территори уйрăмĕн отчетлă пухăвĕнче те Наталия Храмова çамрăк хоккеистсем Пулмантăш чапне çĕкленине тулли кăмăлпа палăртрĕ. Çавна пулах вĕсене пулăшас килсех тăрать. Акă 2026- çул валли йышăннă пуçару бюджетĕнче хоккей коробки çумĕнче спортсменсем валли салтăнса тумланмалли ăшă пỹлĕм тума палăртнă. Сметăпа пăхнă хакĕ - 782637 тенкĕ.
Пуçару проекчĕсем яла илем кỹреççĕ, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшаççĕ. 2025-çулта яла кĕнĕ çĕрти парк территорине хулари пек чаплă тунă. «Чаплă» тени - пĕрре те ỹстерсе калани мар: округри урăх хăш ялта каçхине хулари пек хунарсем çутатса тăракан, урамри концерт валли пĕчĕк сцена тунă, хитре тенкелсем вырнаçтарнă кану вырăнĕ пур-ха?
Малтан çак вырăнпа иртсе пынă чухчун шикленетчĕ. Пушарта сиенленнĕ çурт халь-халь ишĕлес пек ларатчĕ, пур çĕрте те вĕтлĕх пусса илнĕччĕ, вĕлтренпе эрĕм çитĕнетчĕ.
Тăрăшсан, темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать иккен. Çак территорие темиçе кун хушшинче тасатса тухнă, армак-чармак ỹсекен йывăçсене каснă, субботниксене ватти-вĕтти хастар хутшăннă. Малашне кану вырăнне чечек клумбисем тата та илемлетĕç, газонри тирпейлĕ çулнă ешĕл курăк куçа илĕртĕ.
Парк территорийĕ çумĕнче шăнкăртатса юхакан пĕчĕк çырмана пĕвелени те - пысăк ĕç. Вут-кăвартан кĕрешме кирлипе пĕрлех, пĕве - кану вырăнĕ те. Чукал ял территори уйрăмĕ округ тата республика шайĕнче иртекен тирпей- илем конкурсĕсене хутшăнма хатĕрленнине ырлас килет.
2025-çулта Улмаллă ялĕнче пушар сỹнтермелли шыв упракан емкость вырнаçтарнă, сметăри хакĕ - 256863,60 тенкĕ. Çак ĕçе те пуçару проекчĕ пулăшнипе тунă.
Улмаллăра та кану вырăнĕ йĕркеленĕ, Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халалласа кунта Асăну сачĕ лартса хăварнă. Кĕмĕл чăрăшпа туя йывăççисем малашне яла ытарма çук илем кỹрĕç.
2025-çулта çавăн пекех Пулмантăш ялĕн масарĕ патĕнче дренаж канавĕ чавнă, ял çыннисем çак ĕçе чунтан ырлаççĕ. Пуçару проектне пурнăçлама халăх хастар хутшăннă.
Пĕр шутласан, пысăк ĕçех те мар пек, анчах халăха çакă та кирлĕ: виçĕ ялта та масар патĕнче хальхи ыйтусене тивĕçтерекен обществăлла туалетсем туса лартнă.
2026-çулта пуçару бюджечĕн укçипе Пулмантăшри Мельничная урамри çула юсасшăн. Сметăпа пăхнă хакĕ - 440449 тенкĕ. Кунта çул çине вак чул сарса ти- кĕслесси те, кĕпере юсаса каçса çỹреме шанчăклă тăвасси те кĕрет.
ÇАКĂН пек ĕçлесе пурăнаççĕ виçĕ яла (Вырăс Чукал, Пулмантăш, Улмаллă) пĕрлештерекен Чукал ял территори уйрăмĕнче. Мухтанмасăр, шăв-шав тумасăр - вăй çитнĕ таран - тăван ене илемлĕрех те илĕртỹллĕрех тума тăрăшаççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.