Ял библиотеки вулакансене илĕртет
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ялĕнчи библиотекăра 11359 кĕнеке упранать. 2025-çулта фонд тата 356 çĕнĕ кĕнекепе пуянланнă. Вĕсене çĕнĕ стеллажсемпе шкапсене вырнаçтарса тухнă.
Библиотекăна вулакансем кăмăлласах çỹреççĕ. Ытларахăшĕ - ачасем. 2025-çулта «Пушкин картти» программăпа кунта 10100 тенкĕлĕх 8 мероприяти йĕркеленĕ.