55 çул - пĕр-пĕрне килĕштерсе

ÇАК кунсенче Шăмăршăра пурăнакан Федоровсем - Федор Михайловичпа Алевтина Петровна - пĕр çемье йĕркеленĕренпе 55 çул çитнине савăнăçлăн уявларĕç.

Федор Михайлович - Кахăрлă Шăхалĕнче, Алевтина Петровна Палтиелĕнче çуралнă. Пĕри - комсомол тата парти органĕсенче, тепри учительте ĕçленĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне юратса пăрахнă та хăйсен шăпине ĕмĕрлĕхех çыхăнтарнă.

Федоровсем икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Федор Михайловичпа Алевтина Петровнăна халĕ виçĕ мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ.



13 марта 2026
11:46
Поделиться