Социаллă контракта уйрăмах çамрăксем килĕштереççĕ
МАРТĂН 5-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин граждансен социаллă контрактне йĕркелес ыйтупа ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвне ирттернĕ, унта бизнес-плансене пăхса тухнă.
Комисси уйрăм предприниматель ĕçне йĕркелеме палăртнă - 10, килти хушма хуçалăха аталантарма шутланă 8 заявкăна тишкерсе хак панă.
Çакна палăртмалла: çулталăк пуçланнăранпа граждансемпе 61 социаллă контракт йĕркеленĕ. Çак программăна ытларах çамрăксем хутшăнаççĕ. Сăмахран, 25 çын - уйрăм предприниматель ĕçне йĕркелеме, 22-ĕшĕ килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшăвне илнĕ.