«Василий Иванович чĕререн савăннă пулĕччĕ»
ÇАПЛА каласа ăшшăн аса илчĕç Шăмăршă тăрăхĕнчи спорта аталантарассишĕн пысăк вăй хунă, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Василий Иванович Максимова унăн ячĕллĕ Кубокшăн иртнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне килнисем.
Вăрман уçланкинчи ăмăртăва Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк округĕсенчен, çавăн пекех Тутарстанри Пăва хулипе Çĕпрел районĕнчен килнĕ спортсменсем хутшăнчĕç.
Василий Максимов Кубокĕшĕн пулнă ăмăрту тепĕр паллă датăпа - Шăмăршăра Пĕрремĕш Олимп вăййи иртнĕренпе 45 çул çитнипе те тỹрĕ килни спорт уявне тата та илемлĕрех турĕ.