Андрей МАКУШЕВ: «Ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалла, чире сарăлма памалла мар»

Андрей МАКУШЕВ: «Ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалла, чире сарăлма памалла мар»

«ЙĔПЕ çине - сапа», - тенĕ пек, сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ чакнипе пĕрлех халăхра тепĕр ырă мар хыпар та сарăлма пуçларĕ: пирĕнпе кỹршĕллĕ Патăрьел округĕнчи «Батыревский» ЗАОра мăйракаллă шултра выльăхăн пастереллез чирне тупса палăртнă иккен.

Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби мартăн 10-мĕшĕнче Патăрьел округĕнче карантин туса хуни çинчен пĕлтернĕ.

Çак хыпара Чăваш Республикин вице-премьерĕ - Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев çапла комментарилет:

- Чăнах та, Чăваш Республикинче регионта хальччен пулман инфекци - пастереллез тупса палăртнă. Çак чирпе мăйракаллă шултра выльăхпа качакасем аптăрама пултараççĕ. Кĕске вăхăтрах - темиçе кун хушшинче - пастереллез чирĕн «çăл куçне»тупса палăртрăмăр. Хальхи вăхăтра çак вырăнта ветеринари правилисемпе пăхнă мероприятисем ирттеретпĕр.

Çавăн пекех республикăра пастереллез чирĕ сарăласран комплекслă ĕç туса пыратпăр. Кунта выльăх-чĕрлĕх тытакан килти хуçалăхсемпе тата ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисемпе, фермерсемпе профилактика ĕçне анлăн сарса яни чăн малти вырăнта тăрать.

Республикăри противоэпизоотика отрячĕн мĕн пур вăйĕпе техника хатĕрĕ çак чирпе кĕрешме тỹрремĕнех хутшăнаççĕ. Пастереллез чирне тĕп тума республикăра кадрсемпе выльăха сиплемелли хатĕрсем çителĕклĕ.

Ведомство ертỹçи выльăх-чĕрлĕх усракан уйрăм çынсемпе ял хуçалăх организацийĕсен тата фермерсен ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарса каларĕ. Енчен те выльăх чирленине асăрхасан çийĕнчех ветеринари службине пĕлтермелле.

Чăваш Республикинче, чир малтан палăртнă «çăл куç» аяккине ан сарăлтăр тесе, оперативлă штаб туса хунă. Унăн йышĕнче - Патшалăх ветеринари службин, Россельхознадзорпа Роспотребнадзор Управленийĕсен представителĕсем тата право йĕркине сыхлакан органсем.

Андрей Макушев Чăваш Республикинчи выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемпе хуçалăх ертỹçисене лару-тăрăва тĕрĕс ăнланма, лăпкă пулма, провокациллĕ сас-хурана сирсе яма тата тимлĕхе ỹстерме чĕнсе калать.

Шăмăршă округĕнчи ветеринари службин «вĕри линийĕн» телефон номерне аса илтеретпĕр: 8-937-386-32-97. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службине - 8-8352-56-51-23, Чăваш Республикин ветлабораторине 8-952-022-87-91 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Республикăри штаб ыйтнине тĕрĕс ăнланса, мăйракаллă шултра выльăхăн пастеррелез чирĕн паллисене вырăсла пичетлетпĕр:

- Резко повышается температура;

- появляется вялость, отказ от кормов;

- прекращаются выделение жвачки, у коров

- лактация;

- в течение суток нарастает сердечная недостаточность;

- отекают легкие;

- быстро развивается септицемия (кровотечения на слизистых, кожная сыпь, учащенное дыхание).

Ив.САЛАНДАЕВ.



20 марта 2026
14:19
Поделиться