«Арăк мар, çарăк мар, анчах тымарĕ тарăн...»

КОРРУПЦИЕ эпĕ коррозипе танлаштарнă пулăттăм. Тутăх мĕнле çирĕп тимĕре те сисмесĕрех аркатнă пекех, коррупци те обществăна хавшатса пырас тĕллевлĕ.

Çак сиенлĕ йăла пирĕн патăмăрта кăна мар, тĕнчери нумай çĕр-шывра тарăн тымар янă. Акă Китайри Олимпиада хыççăн взяткăшăн Пекин мэрне судпа айăпласа персе вĕлерме йышăннă.

Чăнах та, Раççейре çакăн пекех çирĕп айăпламаççĕ, анчах пирĕн саккун та вăйсăр теме çук. Шел те, взятка панăшăн е илнĕшĕн суд айăплавĕ кĕтни те нумайăшне ирсĕр ĕç тума чараймасть.

Пирĕн çĕр-шывра коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна 2003-çулта йышăннă. Коррупципе кĕрешмелли наци стратегийĕ те, тивĕçлĕ план та пур. Çапах та йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Патшалăх службинчи пуçлăх тăванне - хăйне пăхăнса тăракан вырăна - ĕçе йышăнни те коррупци шутланать. Е тата - уйрăм çын деклараци парассинчен пăрăнса налук тỹлеменшĕн явап тыттармалли статья. Темиçе налука мар, пĕр налука кăна тỹлеменни те - коррупци палăрăмĕ.

Уголовлă кодексăн 201-, 204-, 285-, 290-291-статйисенче должность полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни, взятка илни тата ытти те коррупци шутне кĕнине палăртнă.

Коррупци пирки паян пурте калаçаççĕ, унпа çыхăннă преступленисене уçса панине массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ. Чăваш Республикин прокуратури иртнĕ çул коррупцие хирĕçле саккунлăха пăснă 800 ытла тĕслĕх тупса палăртнă. Прокурорсем ĕç хускатнипе должноçри 107 çынна - административлă, 387 çынна дисциплина енчен явап тыттарнă. Тĕрĕслỹ материалĕсем тăрăх коррупципе çыхăннă 17 уголовлă ĕç пуçарнă.

Преступленисен йышĕнче 12 тĕслĕх - взятка илни, 19 тĕслĕх - взятка пани, 8 тĕслĕх çак киревсĕр ĕçе ытти çынсем хутшăнни.

Коррупципе çыхăннă тĕслĕхсем Етĕрнепе Улатăр округĕсенче, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче уйрăмах шăв-шав çĕкленĕ. Сăмахран, Çĕнĕ Шупакар хула администрацийĕн чиновникне взятка илнĕшĕн айăпласа условно майпа 3 çула ирĕкрен хăтарнă тата 260 пин тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăннă.

Пăрачкав округĕнчи сĕт пуçтаракан предпринимательсем выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцири должноçри çынна - суя документ хатĕрлесе панăшăн - ют çĕр-шыва кайма турист путевки парнеленĕ. Прокуратура, административлă право йĕркине пăсни çинчен ĕç пуçарса, айăплисене 500 пин тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.

Патшалăх Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме миллионĕ-миллионĕпе укçа уйăрать, çак укçа çине те алă тăсакансем тупăнаççĕ. Виçĕм çул Чăваш Республикинче Наци проекчĕсем валли уйăракан укçана вырăнсăр тăкакланă 13 преступление - пурĕ 76 миллион тенкĕлĕх - регистрациленĕ. Айăплисене 300 миллион тенкĕ штраф тỹлеттернĕ.

Статьяна вĕçлес умĕн Раççей Следстви комитечĕпе (СКР) ФСБ сотрудникĕсем Чăваш Республикинче коррупципе çыхăннă тепĕр ĕçе тупса палăртни çинчен пĕлтĕм. Хальхинче пысăк чиновник - должноçри çын - коммерци фирминчен пĕр ĕç туса панăшăн 700 пин тенкĕлĕх стройматериал илнĕ иккен.

«Вĕрене мĕн чухлĕ явсан та, вĕçĕ пулатех», - тенĕ ваттисем. Вăрттăн тунă ĕç те хăçан та пулин тăрă шыв çине тухатех. Коррупцин тарăн тымарне кăклассишĕн пысăк вăй хуракан йĕрке сыхлавçисене - чыс та хисеп.

Ив.САЛАНДАЕВ,

республикăри «Чăваш Ен - коррупцие хирĕç» конкурсăн 2025-çулхи лауреачĕ.



20 марта 2026
14:37
Поделиться