Арман пĕви юхса кайнă, арманçи йĕрсе юлнă...
ЧĔМПĔР кĕпĕрнинче 1876-çулхи çуркунне ытла та ир килнĕ. Март уйăхĕн варринчех Атăл юхан шывĕ тулса сарăлма тытăннă. Пăва уесĕнчи Сĕве, Пăла, Хырла, Сăр, Пасна тата ытти çырма та çыранран тухса улăх-çарана шыв айне тунă.
«История катастроф на территории Буинского уезда Симбирской губернии» документра (1877-çул) çырса кăтартнă тăрăх, Пăва уесĕнчи Шамккай вулăсне кĕнĕ Асанкассинче - Пасна çырми вăйлă сарăлнипе - çур яла шыв илнĕ. Асанкассинчи вăхăтлăх 2 кĕперпе Мучелей ялĕ çумĕнчи пысăк кĕпер «пăрпа ларса» кайнă.
Шыв-шур ытти инкек те кỹнĕ. Асанкассинче 25 кил-хуçалăха пăр катăкĕсем ватса-çĕмĕрсе хăварнă, витерен кăларса ĕлкĕрейменнипе 9 ĕнепе 3 лаша та 20 ытла сурăх вилнĕ.
Вăйлă юхăм Шамккай вулăсĕнчи - 5, Шăмăршă вулăсĕнчи 6 шыв арманне те тĕп тунă.
Документа малалла вулар-ха (текста вырăслах илсе кăтартатăп - авт.):
«...Когда появилась зелень, и деревья стали покрываться листьями и цветами, ударил мороз, после которого почти весь май стоял то холодный, то бездождный. В июне пошли сильные дожди, а с ними начались градобития и наводнения. Так, в Шемуршинском и Шамкинском волостях побито градом разного рода хлебов в продолжении июня. Разливом рек Бездна, Бичурга, Карла снесло до 7 мостов и несколько других строений и занесло илом и песком много пашен, лугов и огородов, от чего крестьяне потерпели большие убытки.
С июля настали такие сильные жары, что термометр местного священника днем поднимался до 40 градусов, а ночью опускался не более, как до 25 градусов. Ни одного дождя не было в продолжении этого месяца».
Вăйлă шыв-шур вăхăтĕнче пĕчĕк çырмасем урлă хывнă кĕперсем арканса пĕтнĕ. XIX-ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче патшалăх çĕнĕ кĕпер тăвас ыйтăва татса пама тытăннă. «Улатăр-Пăва» аслă çул çинчи Хырла(Кахăрлă çырми) урлă пилĕк кĕпер хывнă. Пысăк кĕперне халăх «патшалăх кĕперĕ» тенĕ.
Асанкасси патĕнчи Пасна çырми урлă çакса тунă (тăрăллă) пысăк кĕпер хывнă. Тăрăллă кĕпертен хĕвел анăçнерех - пĕр 100 метр пек хăварса - шурлăхлă вырăна тата тепĕр пысăк йывăç кĕпер туса лартнă. Унăн икĕ аякки те карлăклă пулнă.
Асанкасси çумĕнчи айлăм вырăнтан пуçласа Мучелей вулăсĕн кантурĕ ларакан сăртлă вырăна çитичченех тăпра йăтса-турттарса, купала-купала, темиçе метр çỹллĕш хăпартнă. Ун çине хулăм сий хăйăр йăтса тултарнă, вара 50-60 сантиметра яхăн хулăнăш чул сарса тухнă.
«Патшалăх кĕперне» тума халăха хутшăнтарман, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче тыткăна лекнĕ австриецсемпе нимĕçсем ĕçленĕ.
ЧĂНАХ ТА, ĕлĕкрех хальхи Шăмăршă округĕн территорийĕнчи çырмасем тулли пулнă. Пасна тăрăх, сăмахран, çуркунне сулă та юхтарнă. Пăчăрлă Пашьелĕнче - Пăчăрлă çырми çинче - икĕ шыв арманĕ ларнă. Асанкассинче тĕне кĕмен чăваш Алмандай Уразбаев Пасна çырми хĕрринче арман тунă. Пулмантăш тата Шурă Пасна çинче тĕне кĕмен Арюк чăвашăн шыв арманĕсем виçĕ ял халăхне çăнăхпа тивĕçтернĕ.
Çавăн пекех Палтиел, Хайпăла тата Чиркỹллĕ Шăмăршă ялĕсем çумĕнче те - Кĕçĕн Хырла хĕрринче - виçĕ шыв арманĕ ĕçленĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.
(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)