«Фронтри Мăнкун карçинкки»

«Фронтри Мăнкун карçинкки»

Çак ятпа апрелĕн 1-10-мĕшĕсенче акци иртет. Ун тĕллевĕ: ятарлă çар операцийĕнче тăракан Раççей салтакĕсене хавхалану кỹресси, граждансен пĕрлĕхне кăтартасси.

Фронта ăсатмалли япаласен йышĕнче çаксем пулмалла: апат-çимĕç, Мăнкун открытки тата ỹкерчĕкĕ, ырă сунăмпа шăрçаланă çыру.

Украина нацисчĕсемпеçапăçса кунсерен паттăрлăх кăтартакан хỹтĕлевçĕмĕрсене хавхалантарасси-пулăшасси - пирĕн таса тивĕçĕмĕр. Мăнкун умĕнхи акцие хутшăннă май эпир, салтакăмăрсене чун-чĕре ăшшине парса, тăшмана тата вăйлăрах аркатма витĕм кỹрĕпĕр.

Пирĕнпе çыхăнмалли телефон: 8 937 388 42 87.

И.Пыркина,

«Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



20 марта 2026
14:59
Поделиться