«Ылтăн» алăллă юбиляр
ПАЛТИЕЛĔНЧЕ пурăнакан хисеплĕ ватă Фердания Камалтдинова 90 çул тултарнă. Çак ятпа ăна мĕн пур тăванĕ, ял территори уйрăмĕнче ĕçлекенсем тата кỹрши-арши ăшшăн саламланă.
Фердания Сенатулловна пурнăç тăрăшшĕпех çĕвĕçре ĕçленĕ. Хăйĕн ĕç биографине Шăмăршăри «Искра» артельте пуçланă, çĕр-çĕр çынна илемлĕ кĕпе-тумтир, вырăн таврашĕ çĕлесе савăнтарнă.
Унтан Фердания Камалетдиновăна Палтиелĕнчи çĕвĕ мастер- скойне ертсе пыма шаннă. Хастар ĕçшĕн ăна икĕ медальпе, «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн отличникĕ» тата «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсемпе, теçетке ытла Хисеп грамотипе чысланă.
Фердания Сенатулловна мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ ăна пилĕк мăнукĕ телей кỹрет.
Эпир те хисеплĕ ĕç ветеранне тутарла çапла калатпăр: «Юбилей белен котлыйбыз, бехетлер, шатлык телибез!» (Юбилейпе саламлатпăр, телей, савăнăç сунатпăр!).