Историпе культура еткерлĕхне упрассишĕн
Таврапĕлỹçĕсем - тăван тăрăхăн историне тĕпчекенсем, халăх кун-çулĕнчи паллă çынсемпе пулăмсене яланлăхах асра хăвармашкăн тỹпе хывакансем, культура еткерлĕхне килес ăрусем валли упраса хăварассишĕн ырми-канми тимлекенсем.
Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшать шăпах Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен Шăмăршă округĕнчи уйрăмĕ.
2025-çулта таврапĕлỹçĕсен вырăнти уйрăмĕ сахал мар ĕç-пуç туса ирттерчĕ. Вăл Шăмăршăри Мультикультура библиотекин коллективĕпе тачă çыхăнура тăчĕ. Пĕрлехи лару, кĕнеке презентацийĕ, паллă çынсемпе тĕл пулни тăван ен çинчен пĕлес туртăма çĕклерĕç, тăван тавралăх тĕпчевĕпе çыхăннă литературăна аталантарма ырă витĕм кỹчĕç.
Раççейри - Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче Шăмăршă ялĕн Çĕнтерỹ паркĕнче Ĕмĕр сỹнми çулăм чĕртни ылтăн сас паллипе округ историне çырăнса юлчĕ. Галина Телегина, Галина Веденеева, Зоя Морозова таврапĕлỹçĕсем Мухтав мемориалне тăвас тата парка хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе нумай вăй хучĕç.
Иртнĕ çул Шăмăршă тăрăхĕнчен тухнă паллă çыравçăсен юбилейĕпе асра юлчĕ. Чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ çуралнăранпа - 110 çул, поэт-патриот Владимир Бараев çуралнăранпа - 115 çул, Степан Лашман писатель-драматург çуралнăранпа 130 çул çитрĕ.
Николай Филипповича халалласа Шăмăршă вăтам шкулĕнче Асăну сехечĕ пулчĕ; округри таврапĕлỹçĕсен ушкăнĕ çамрăк ăрупа пĕрле вĕренỹ учрежденийĕ умĕнчи Халăх çыравçин бюсчĕ патĕнче митинг ирттерчĕ, чĕрĕ чечек хучĕ; Мультикультура библиотекин ĕçченĕсем вара «Илпек Микулайĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» темăпа таврапĕлỹçĕсен сехетне йĕркелерĕç.
Лидия Егорова библиотекарь пуçарнипе-йĕркеленипе Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн вулавăшĕнче Поэзи сехечĕ ял хастарĕсемпе пĕрле округри таврапĕлỹçĕ- сене пухрĕ. Мероприятире Лидия Анатольевна Владимир Бараев-Сĕрккен мирлĕ вăхăтри тата вăрçăри кун-çулне йĕрлесе тухрĕ, шкулчченхи ушкăн воспитанникĕсем - Владимир Васильевичăн сăввисене, Надежда Кузьмина-Чечекпи, Зоя Головинская кăвар чĕреллĕ поэтăмăра халалланă автор сăввисене вуларĕç. Паллă пулăм пĕлтерĕшне Мультикультура библиотеки «Сăвăçăн таланчĕпе ăс-хакăлĕ» литература портретне хатĕрлени çĕклерĕ.
Питĕ шел, Патирекре библиотека ĕçлеменнипе, Степан Лашман юбилейне тăван ялĕнче паллă тума май килмерĕ.
2025-çулта эпир 16-17-ĕмĕрсенчи Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккине (Карлинская засечная черта) хăтлăх кĕртес тĕллевпе тунă проекта сỹтсе яврăмăр. Галина Веденеева таврапĕлỹçĕ хăйĕн проекчĕпе малтанхи сĕт-çу завочĕпе юнашар хурал башнине лартма сĕнчĕ. Шел пулин те, истори пĕлтерĕшлĕ объекта ипподромра лартрĕç. Истори тĕлĕшĕнчен нимпе те çыхăнман территорире хурал башни çĕкленни проект авторне те, ытти таврапĕлỹçĕсене те питĕ пăшăрхантарать. Районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра Иван Саландаев журналист хурал башнин ипподрома мар, Шăмăршă ялне илем кỹмелли пирки палăртнăччĕ. Округ гражданĕсем интернетра та çак ыйтăва сỹтсе яврĕç. Ку темăна округ администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă чухне те хускатнă. Çав-çавах халăх шухăшне шута илмерĕç - истори палăкĕ ипподром территорийĕнчех вырăн тупрĕ. Çакă шанăç кỹрет: округăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккине тата илĕртỹллĕрех тума палăртнă.
Пĕлтĕрхи апрелĕн 24-мĕшĕнче Халăхсем хушшинчи «Кĕнеке урлă - халăхсен килĕшĕвĕ патне» проектпа килĕшỹллĕн, Мультикультура библиотекинче çыравçăсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу культурăсен хутшăнăвне тата литературăсен традицийĕсене çирĕплетесси куç кĕрет. Хăнасен йышĕнче çак çыравçăсем пулчĕç: Чулхулари «Бикар» издательство директорĕ, «Нижегородцы» альманахăн редакторĕ Виктор Карпенко, Мордови Республикин Писательсен Союзĕн председателĕ, «Чилем» ача-пăча журналĕн редакторĕ Татьяна Швецова, Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи. Таврапĕлỹçĕсем хăнасемпе тĕрлĕ халăхсен литератури пирки калаçрĕç. Чăваш Наци библиотекин ĕçченĕсем - Надежда Вишневская тата Антонина Андреева ертсе пынипе программа питĕ кăсăклă та тулли содержаниллĕ пулнине палăртма кăмăллă.
Июнĕн 27-мĕшĕнче Мультикультура библиотекинче, «Шăмăршă нумай нациллĕ литературăна вулать» программăпа килĕшỹллĕн, Владимир Бараев Сĕркке поэтпатриот преми лауреачĕн Надежда Кузьмина-Чечекпин «Чĕререн тухакан сăмахсем» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Мероприяти участникĕсем Надежда Николаевнăн сăввисене, пĕрремĕш кĕнекине пысăк хак пачĕç.
2025-çулта таврапĕлỹçĕсемшĕн район (округ) энциклопедийĕн 2-мĕш кăларăмне хатĕрлесси тĕп ĕç шутланчĕ. Кăларăм кăçал кун çути курмалла. Материал пухас ĕçре Хисеплĕ таврапĕлỹçĕсем - Петр Фомин, Владимир Андронов, Иван Саландаев, Галина Иванова сумлă тỹпе хыврĕç. Район (округ) Канашĕ активлă пулăшуçăсене чунтан тав тăвать. Вĕсем: Анатолий Ухтияров (Шупашкар), Виталий Столяров (Карапай Шăмăршă), Роза Минеева (Палтиел), Зинаида Свеклова-Воробьева (Анат Чаткас), Вера Чурбанова (Кивĕ Чукал), Михаил Трофимов (Энтĕрьел), Валентина Урахова (Шăмăршă), Наталия Угарина (Пăчăрлă Пашьел), Антонина Бондарева (Улмаллă), Аркадий Кузьмин (Виçпỹрт Шăмăршă), Зинаида Волкова (Патирек), Олимпиада Матвеева (Хайпăла), Светлана Воронцова (Вырăс Чукал), Галина Телегина (Шăмăршă), Ирина Крылова (Ирçе Тĕкки).
Таврапĕлỹçĕсем - регионăн историйĕпе культурине тарăн пĕлекенсем. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тăван ял-паççулккă пулăмĕсемпе йăли-йĕрки тата традицийĕсем шăпах тавралăха тĕпчекенсен тăрăшулăхне пула упранса юлаççĕ. Çавна кура 2025-çулта хастаррисене чысларăмăр. Вĕсем: Ираида Ефимова, Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ Халăх историпе краеведени музейĕн заведующийĕ, «Тевет» фольклор коллективĕн ертỹçи («ЧР Хисеплĕ таврапĕлỹçи» ят), Владимир Андронов, ĕç ветеранĕ, Петр Фомин, ĕç ветеранĕ, Валерий Юманов, Шăмăршă ял территори уйрăмĕн музейĕн ертỹçи, Галина Телегина, ĕç ветеранĕ, районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ (Чăваш Енри Таврапĕлỹçĕсен Союзĕн Хисеп грамоти), Николай Юманов (Михаил Тинехпи ячĕллĕ Диплом).
Кăçал та вырăнти таврапĕлỹçĕсен ĕç нумай. Пĕрлехи вăйпа умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр. Округ çыннисен шанăçне тỹрре кăларассишĕн вăй-хала та, ăс-хакăла та, ылтăн вăхăта та шеллемĕпĕр.
Зоя Головинская,
Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен Шăмăршă округĕнчи уйрăмĕн ертỹçи.