«Каллех - пĕрле: Крымпа Раççей» патриотизм сехечĕ

МАРТĂН 18-мĕшĕнче историшĕн питĕ паллă событи пулнăранпа - Крымпа Севастополь каллех Раççей Федерацийĕпе пĕрлешнĕренпе - 12 çул çитрĕ. Çак ятпа Шăмăршă муниципалитет округĕнче нумай мероприяти пулса иртнĕ.

Акă Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче улттăмĕш класра вĕренекенсем валли «Каллех - пĕрле: Крымпа Раççей» патриотизм сехечĕ йĕркеленĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче библиотекарь ачасене Крым çур утравĕн историйĕпе тата культурипе паллаштарнă, 2014-çулхи референдум Раççейшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Патриотизм сехетĕнче «Крымри çуркунне» интерактив викторини те питĕ интереслĕ иртнĕ.

Шăмăршăри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ Ольга Убасева ачасемпе мастер-класс йĕркеленĕ, вăл ертсе пынипе ачасем тематика открыткисем тата сувенирсем хатĕрленĕ.

Е.ПЕТРОВА.



20 марта 2026
14:22
Поделиться