«Кĕмĕл» волонтерăн 46-мĕш çул çỹревĕ

Çак кунсенче Гелия Хамдеева волонтер (Шăмăршă) Донецк Халăх Респу- бликине - ятарлă çар операцийĕн малти линийĕ çывăхне кайса килнĕ.

Хăйĕн тата Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçару ушкăнĕсемпе уйрăм волонтерсен пĕрлехи вăйĕпе пухнă-хатĕрленĕ гуманитари япалисене N-бригадăна илсе çитернĕ. Вĕсем: пылак çимĕç (хворост, чак-чак, печени) тата килти лапша, «чĕрĕп» (пĕтĕмпе 17 коробка), кăрт (9 контейнер), кукăль (3 витре), пысăк кукăль (3 шт), вафли, сало (10 контейнер), консерваци - компот (5 тĕрлĕ), хăяр-помидор, хĕллехи салат, сар çу, йỹçĕтнĕ пан улми, соус, специ, аджика, варени; термонуски (442 мăшăр), çар футболки (100 шт), аялти йĕм (110 шт), нỹрĕ салфетка (12 упаковка), хырăнмалли станок (5 уп), ĕç перчетки (10 мăш.), шорты (5 шт), трико (10 шт); çăвăнмалли мунчала (25 шт), шампунь (1 коробка), супăнь (1 кор), савăт-сапа çумалли шĕвек (5 л); маскировка сечĕ (3 шт), пончо плащ (5 шт); 1 ăшă покрывало.

Гуманитари пулăшăвне хатĕрлессинче Гелия Керимулловна йĕркеленĕ «Кызлар-йолдызлар», «Йолдыз» (вĕсем Шăмăршăпа Патăрьел округĕ- сен тата Тутарстанăн пикисене пĕрлештереççĕ), «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» ушкăнсем, Шăмăршă район больницин (уйрăмах - хирурги уйрăмĕ) тата пенси фончĕн коллективĕсем, Патирек хĕрарăмĕсем, уйрăм граждансенчен - Светлана Любимова, Ирина Смирнова, Роза Минеева, Галина Осипова пек хастарсем кам - укçан, кам - япалапа, кам ĕçпе пулăшса тỹпе хывнă.

- Раççей салтакĕсене пулăшма пултарнăшăн мăнаçланатăп. Хỹтĕлевçĕмĕрсене пирĕн пулăшăвăмăр çав тери кирлĕ, - тет «кĕмĕл» волонтер. - Çĕнтерỹ пирĕн енче пуласса çирĕп шанатăп.

Зинаида ВОРОБЬЕВА.



20 марта 2026
15:00
Поделиться