Мĕн вăл страхлав?

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн 7а класĕнче черетлĕ онлайн-урок иртнĕ. Ăна Раççей Банкĕ «Страхлав. Полиса мĕнле суйламалла?» темăпа йĕркеленĕ. Раççей Банкĕн специалисчĕ вĕренекенсене страхлав тумалли йĕркепе тата кĕтмен инкек лару-тăрăвĕнче укçа-тенке перекетлемелли мелпе паллаштарнă.

Финанс пĕлĕвне халалланă занятире çамрăк ăру пурнăçпа сывлăха, куçман пурлăха страхламалли йĕрке тата страхлакан çыннăн яваплăхĕ çинчен тĕплĕн пĕлнĕ. Çавăн пекех çиччĕмĕшсен пĕлĕвне интерак- тивлă ĕçсем те ỹстернĕ.

Н.УГАРИНА,

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



20 марта 2026
14:54
Поделиться