Наркомани - хăрушă!
ТĔНЧЕРИ пур çĕр-шывра та наркомани пурнăçшăн хăрушă йăла шутланать. Наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешме тĕрлĕ мера йышăнаççĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха наркомани хăрушлăхĕ?
Наркотикпе анранă çын хăй мĕн тунине те ăнланмасть, хаярланать, аскăнланать, пỹтсĕрленет. Çавăн пек çын руль умне ларсан е унăн аллине пăшал лексен пысăк инкек пуласса кĕтсех тăмалла.
Наркотиксем çынна преступлени çулĕ çине тăратаççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх наркомансен 60 проценчĕ ытла тĕрлĕ преступлени тăвать. Наркотикпе иртĕхни СПИД, гепатит тата ытти хăрушă чир патне илсе çитерет. Унсăр пуçне наркомани проституципе тачă çыхăннă.
Наркомани хăвăрт сарăлать. Тĕпченĕ тăрăх, кашни наркоман вăтамран тепĕр 15 çынна наркотикпе усă курма вĕрентет. Енчен те сирĕн пĕлĕш е тăван наркотикпе усă курнине асăрхасан, тỹрех тивĕçлĕ мера йышăнмалла. Наркомана сиплемелле, çийĕнчех реабилитацие ямалла.
Н.ПОЛИКАРПОВ,
район больницин нарколог врачĕ.