Çĕнтерỹ йыхравĕ  хăватлă!

Çак кунсенче мотострелоксен уйрăм N бригадин разведчикĕсем патне Шăмăршă муниципалитет округĕнчен черетлĕ тиев ăсанчĕ. Чи кирлĕ япаласен переченĕнче çаксем: «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕнчен - маскировка сечĕ (17 шт), хỹтлĕх плащĕ (5 шт); тактика перчетки (20 мăшăр), термонуски (48 мăш), аялти йĕм (130 шт), баурсак (2 коробка), хворост (8 кор), печени (7 кор), чак-чак (9 кор), сухари-кириешки (3 кор), каснă салма (2 кор), тĕрлĕ кĕрпе (1 кор), майонез (1 кор), салтак çăвĕ (1 кор), типĕ тнĕ ешĕл (зелень) тата ыхра, çак ушкăн волонтерĕсенчен Галина Егоровăпа Марина Ложкинăран - термоçи-пуç (5 комплект); «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕнчен - маскировка сечĕ (7 шт), хỹтлĕх утиялĕ (9 шт), термоçи-пуç (7 набор), аялти йĕм (37 шт), термонуски (24 мăш), сало (2 кор), михĕ (6 шт), нỹрĕ ал шăлли (12 шт), ал шăлли (7 шт), сăмса тутри (нумай), япала çумалли порошок (6 кг), окоп çурти (133 шт), консерваци, сухан, ыхра; «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕнчен - аялти йĕм, майка, ăшă нуски; нỹрĕ тата хут салфеткăсем (1 кор).

Акцие çавăн пекех округри Хĕрарăмсен канашĕн, «Аленушка» ача сачĕн коллективĕсем, Анат Чаткас, Палтиел, Васан, Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕсен волонтерĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсем те маскировка сечĕ, апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕ нумай пачĕç.

Çапла, килес Çĕнтерĕве туптамашкăн фронтра çеç мар, тылра та хастарлăх кăтартаççĕ.

Зинаида Свеклова.



20 марта 2026
15:00
Поделиться