«Пирĕн ĕç - куç умĕнче»

«Пирĕн ĕç - куç умĕнче»

МАРТĂН 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Результат - пур!» ятпа форум иртнĕ, унта Чăваш Республикин Правительствипе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти команди пилĕк çул хушши пĕрле килĕштерсе ĕçленин кăтартăвĕсене сỹтсе явнă. Форум ĕçне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Пленарлă ларура сăмах илсе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партипе власть органĕсем пĕр тĕллевпе ĕçленине, вĕсем кашни округрах халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн пысăк вăй хунине, конкретлă проектсене ĕçе кĕртнине палăртнă.

«Пилĕк çулхи кăтартусем çынсен çивĕч ыйтăвĕсем пурнăçа кĕрсе пынипе яр уççăн çирĕплетеççĕ, - тенĕ Олег Николаев. - Республикăра 3 пин километра яхăн çула йĕркене кĕртнĕ, 25 кĕпере тĕпрен юсанă, федерацин М-12 трассине хута янă. Çаплах 200 ытла обществăлла вырăна тирпей-илем кỹнĕ, экологи пĕлтерĕшлĕ транспортпа тивĕçтерессипе эпир Раççейĕпех малти вырăнсене йышăнатпăр. Промышленность секторĕ 27 миллиард тенкĕ ытла процентсăр пулăшу илни производство калăпăшне икĕ хут çурă ытла ỹстерме май пачĕ.

Масштаблă улшăну кашни отрасльтех курăнать: çĕршер медицина учрежденине çĕнетнĕ, 110 спорт объекчĕ тунă тата реконструкциленĕ, 40 модельлĕ библиотека уçăлнă.

Халăх валли 4,5 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр туса 90 пин çемье пурнăçне лайăхлатни те - лайăх результат. 10 пин киле газ çитнĕ, ăшă тата шыв парса тăрассин системине модернизациленĕ. Ялта пуçару бюджечĕн 7 пине яхăн проектне пурнăçа кĕртнĕ. 14 ача сачĕпе 10 çĕнĕ шкул туни ачасене тарăн пĕлỹ парассине лайăхлатма пулăшĕ. Çаксем пурте Чăваш Республикин командипе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти килĕштерсе ĕçленин результачĕ пулса тăраççĕ».

Форум участникĕсем Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Малти линири боецсенхăйсен çемйисемшĕн патшалăх тăрăшнине лайăх пĕлсе тăмалла.

Çитес пилĕк çуллăх валли программа туса хатĕрлеме республикăра пурăнакансене анлăн хутшăнтармаллине, халăх пуçарăвĕ пĕрлехи ĕçре тĕп вырăнта тăмаллине палăртнă.

Кашни çын хăйĕн сĕнĕвне ЕстьРезультат.РФ портал урлă пама пултарать, унта халăхăн 10 пин ытла пуçарăвне шута илнĕ ĕнтĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



20 марта 2026
13:57
Поделиться