Пирвайхисен лидерĕпе - зарядка

«Çăлтăрпа - зарядка» проект - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партин «Пултарулăх тĕнчи» («Мир возможностей») тата «Çамрăксем тата ачасем» проектсен пĕр пайĕ. Ăна пурнăçлас тĕлĕшпе Палтиел вăтам шкулĕнче тăтăшах тимлĕх уйăраççĕ. Ирхи зарядка кунĕпе вĕренмелĕх-ĕçлемелĕх кăмăл-туйăма çĕкленине, сывлăха çирĕплетнине вĕсем лайăх ăнланаççĕ.

Акă çак кунсенче шкул «çăлтăрĕ» - Пирвайхисен юхăмĕн лидерĕ, муни- ципалитет тата республика мероприятийĕсен çĕнтерỹçи, 7-класра пĕлỹ пухакан Ульяна Антонова - пуçламăш классемпе ирхи зарядка ирттерчĕ.

Кĕçĕннисем аслă юлташĕ кăтартнă хусканусене тăрăшса турĕç. Кашниех хăйне туслă ушкăнăн пĕр пайĕ пек туйрĕ, сывă пурнăç йĕркине куллен тытса пыма тĕллев лартрĕ.

Л.Сергеева ,

Палтиел вăтам шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ.



20 марта 2026
14:50
Поделиться