«Пончо мĕнле çĕлетĕн?»

«Пончо мĕнле çĕлетĕн?»

Фронта, ун çывăхĕнчи территорисене, çар госпиталĕсене гуманитари пулăшăвĕ ăсатасси Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕшĕн кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăчĕ. Ушкăнри хĕрарăмсем виçĕ сменăпа гуманитари япалисене хатĕрлеççĕ: кăнтăрла пылак çимĕç, каснă салма янтăлаççĕ, каç кỹлĕм маскировка сечĕ çыхаççĕ тата пончо плащпа утиял, аялти йĕм ĕлкисене тăваççĕ, çĕрле вара вĕсене тата вырăн таврашне килте çĕлеççĕ. Ĕç нумай, заказсене вăхăтлă тата хăвăрт ĕлкĕртессишĕн кашниех ырми-канми тăрăшать.

Иртнĕ шăматкун «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕн» хастарĕсем Канаш хулинеçитсе килчĕç, унти волонтерсен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулчĕç. Пĕр тĕллевлĕ хĕрарăмсем салтаксен хỹтлĕх япалисене çĕлес тĕлĕшпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. «Кил хуçисем» хăнасене ăсталăх класĕ урлă пончо плащ çĕлемелли çĕнĕ меслете алла илме пулăшрĕç. Вăл - мăй тавра спанбонд материалне хурса çĕлесси. Çакăн евĕрлĕ çĕвĕ тĕсĕ пилотсăр вĕçекен аппаратсенчен шанчăклăн хỹтĕленме май парать.

Çар техникине витмелли плащ-палатка та çĕлеççĕ иккен канашсем. Ку ĕç мелĕпе паллашни те шăмăршăсемшĕн вырăнлă пуласси куç кĕрет.

Шăмăршă хастарĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа-кăтартса панине хула хĕрарăмĕсем хапăл туса йышăнчĕç.

Шанатпăр: ĕç опычĕпе ылмашăнни волонтерсене ырă витĕм кỹретех.

Г.Егорова,

«Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн волонтерĕ.



20 марта 2026
14:57
Поделиться