«Раççей завочĕсем - пурнăçăмăр никĕсĕ»
Çак ятпа иртнĕ тунтикун, Раççейри мĕн пур шкултипекех, Шăмăршă округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче «Кирли çинчен - калаçу» иртрĕ.
Занятире хальхи промышленность, унăн çĕр-шыв экономикинчи вырăнĕ, технологи çитĕнĕвĕсем, ĕç çыннисем çинчен сăмах пычĕ. Çавăн пекех вĕренекенсем РФ Промышленноçпа суту-илỹ министрĕнчен Антон Алихановран илнĕ интервью видеоне пăхрĕç.
Çитĕнекен ăру çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕ: паянхи завод - чăн-чăн профессионалсем вăй хуракан, пурнăçа аталанма пулăшакан çĕнĕ йышши технологипе тивĕçтернĕ ĕç вырăнĕ.
Паллах, вĕренекенсенчен заводра ĕçлеме кăмăл тăвакан та пулĕ. Станок умне тăрса тĕрлĕ техника, оборудовани ăсталама тỹпе хывĕç вĕсем. Унччен вара ăс-хакăла ỹстермелле.
Л.Гордеева,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ.