Салтаксем таса шыв ĕçчĕр!

Шыв - питех те кирлĕ ĕçме (напиток). Çыннăн, ытти мĕн пур чĕрĕ чун организмĕшĕн, ỹсен-тăраншăн сывлăшпа танах хаклă вăл.

Фронтри салтаксемшĕн ĕçме юрăхлă шыв тупасси уйрăмах çивĕч тăрать. Ку вăрçă лару-тăрăвĕпе те, вырăн рельефĕпе те, çут çанталăк условийĕпе те тачă çыхăннă.

Пирĕн хỹтĕлевçĕмĕрсемшĕн пластик савăтра упранакан шыв (ăна магазинта туянатпăр) ыттинчен шанчăклăрах. Çавна шута илсе, округ гражданĕсене гуманитари япалисем ăсатнă чухне пластик савăтпа сутăнакан шыва туянма сĕнетпĕр.

Паллах, салтакăмăрсен пусăран (кỹлĕрен) ăснă шывпа ытларах усă курма тивет. Халĕ, çурхи кунсем çитнĕ май, шыв тасамарланни - никамшăн та вăрттăнлăх мар. Таса мар шыв вара - инфекци çăл куçĕ. Çакна шута илсе, фронтран шыв тасатмалли хатĕр - фильтр - ыйтса нумай заказ киле пуçларĕ. Шăмăршăри Людмила Саландаева, Кивĕ Шăмăршăри Антонина Ларионова акă «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнне шыв тасатакан фильтр илсе килчĕç. Округăн ытти гражданĕсене те ку питех те кирлĕ хатĕре туянса çак ушкăна çитерме ыйтатпăр. Çывăх вăхăтра вара вĕсене СВО зонине ăсатăпăр.

Пирĕнпе çыхăнмалли телефонсем: 8-927-860-92-93, 8-906-381-19-17.

Н.Константинова,

«Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



20 марта 2026
14:58
Поделиться