Шăмăршăсем каллех малта
ÇАК кунсенче Шупашкарта дзюдо енĕпе мала тухассишĕн хулан уçă чемпионачĕ иртнĕ. Унта Шăмăршă çамрăкĕсем те хутшăннă. 2010-2011-çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче «Туслăх» спорт шкулĕн самбо тата дзюдо уйрăмĕнче вĕренекен Степан Одиноков çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, Вадим Степанов - иккĕмĕш, Дмитрий Брусов виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Мартăн 14-мĕшĕнче иртнĕ уçă чемпионатра йывăрăшĕ 90 килограма çитичченхи кĕрешỹçĕсем хушшинче Александр Масленников - иккĕмĕш, 60 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче Семен Столяров - иккĕмĕш, Матвей Музеркин виççĕмĕш вырăн йышăннă.
А.ИЧАНКИН.