Таврапĕлỹçĕсем канашларĕç

Çак кунсенче Чăваш Енри Таврапĕлỹçĕсен союзĕн Шăмăршă округĕнчи уйрăмĕн пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта вырăнти таврапĕлỹçĕсен уйрăмĕн председателĕ Зоя Головинская 2025-çулта округра туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Таврапĕлỹçĕсен уйрăмĕн ĕçне лайăх хак пачĕç.

Пухура çавăн пекех хастар таврапĕлỹçĕсене «Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ», «Халăх академикĕ» ятсем тата Хисеп грамотипе Тав хучĕ парас ыйтусене пăхса тухрĕç, Регионсем хушшинчи чăваш таврапĕлỹçисен «Чăваш çĕр-шывĕ - Раççей историйĕнче» форумне (ăна Чăваш Ен Раççей патшалăхне хăй ирĕкĕпе кĕнĕренпе 475 çул çитнине халалланă) каймашкăн делегатсем суйларĕç.

Мероприятие хутшăннисем, пĕр саслăн пулса, вырăнти таврапĕлỹçĕсен уйрăмĕн председателĕн тивĕçне малалла пурнăçлама Зоя Головинскаянах шанчĕç.

З.Свеклова.

 



20 марта 2026
14:51
Поделиться