Турри Хăй çумĕнче усратăр

Ратиттĕлте пиртен кĕтеççĕ

Кĕл тунине пур вилнисем.

«Пылпа икерчшĕн хĕпĕртеççĕ», -

Çапла шутлатпăр чĕррисем.

Çуртасене ирех чĕртетпĕр.

Вĕсем, тен, çутă кăшт параç.

Аса илсе куççульленетпĕр -

Çывăх çынсем чунрах лараç.

Хăй çумĕнче Турри усратăр

Ун патне пынă чурине.

Кашни кун çăмăллăх çеç патăр -

Кăтарттăр çеç Вăл ыррине.

Надежда Чечекпи,

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.



20 марта 2026
14:54
Поделиться